Шупашкар заливӗнче тасатакан сооруженисем тӑвассине кӗркунне вӗҫлеҫҫӗ

Строительство очистных сооружений на чебоксарском заливе завершат к концу осени

Ҫу уйăхĕн 20-мӗшӗнче  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Шупашкарти ҫыран хĕрринчи ҫумӑр хыҫҫăн пухăнакан шыва тасатакан сооруженисен комплексĕн строительство ĕҫĕсемпе паллашнă. Проект «Экологи» наци проекчĕпе тӳр килет, Чăваш Республикин «Атăла сыватасси»  регион проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăҫланать. «ЦентрЖилСтрой» тулли мар яваплă общество хăйне шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫлать.  Пĕлтĕр проектăн строительство ĕҫӗсем валли 104,5 млн тăкакланă, 2020 ҫулта – 139,4 млн уйăрма пăхса хăварнă.

Чăваш Республикин ҫутҫанталăк ресурсĕпе экологи министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Александр Воробьев пĕлтернĕ тăрăх,  асăннă объект республикăри тĕп хулан пысăк пайне экологи тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсене татса пама пулăшать.  Каяш шывсем Атăла юхса тухассинчен те сыхлассине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. 

«Объекта пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса пурнăҫлаҫҫĕ.  Апла пулсан, таса шыв мĕнпур палăртса хунă ĕҫсене туллин пурнăҫлама пулăшасси пĕрре те никама та иккĕлентермест», - тенĕ министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче объект валли специалистсем проект тăваҫҫĕ тенĕ.  Планпа килĕшӳллĕн, 2020 ҫулта «Волжский-1,2» микрорайонта объект пулĕ, ăна валли бюджетра 44,7 млн укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă.  

Олег Николаев "Атӑла сыватасси" проектпа ҫине тăрсах ĕҫлемеллине асăннă, ăна пахалăх тĕлĕшĕнчен ҫӳллĕ шайра хатĕрлеме хушнă.  Ыйтăва татса парсан республикăра пурăнакансен экологи тĕлĕшĕнчи йывăрлăхсене те ҫӗнтерме малашне майсем пулĕҫ тенĕ регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан сăмаха пĕтĕмлетнĕ май. Сăмах май, вӑл объекта графика пăхăнса пурнăҫа кĕртмеллине каланă подрядчиксене, строительство ĕҫне вăраха тăсса пурнăҫлама юраманнине асăрхаттарнă.

Фоторепортаж



20 мая 2020
11:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter