Олег Николаев Улатӑрти юсанӑ ача-пӑча поликлиникине пӑхса тухнă

Олег Николаев осмотрел отремонтированную детскую поликлинику в АлатыреҪу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Улатăр районĕнче пулнă. Вăл унта Ачасен поликлиникинче сиплев учрежденийĕн ĕҫĕпе паллашнă.

Поликлиникăна кăҫал  тĕпрен юсаса ҫĕнетнĕ хыҫҫăн, кăрлач уйăхĕнче уҫнă. Кунта пурĕ  кулленех 8,5 пин ача сипленет.  

Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕнче тухтăрсем ҫителĕклĕ, кăтарту та пысăк, вăтам персонал – 95,3 процент, педиаторсемпе врачсем – 50 процента ҫити.     

Олег Николаев Улатăрта ĕҫлекен врач-педиаторпа Анна Петровăпа калаҫнă. Тухтăр района «Земский доктор» программăпа ĕҫлеме килнĕ.  Икĕ ҫул каялла килнĕ ҫын мăшăрĕпе пĕрле ҫурт туяннă.  Палăртнă программа вĕсен ҫурт-йĕр ыйтăвне татса пама витĕм кӳнĕ.

«Земский доктор» программа ҫумне ял ипотекине хушма пулать.  Тата та хăтлăрах ҫурта илемлетсе пыма условисене йĕркелеме майсем пулĕҫ.  Малашне патшалăх тата та ытларах пулăшусем тума тĕрлĕ майсем пăхса хăварĕ, ял ӳссен, ҫамрăксем вырăна юлсан, тăван тăрăхсем илемленсе хитреленсе пырĕҫ», - тенĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче. Правительство иртнĕ эрнере аякра вырнаҫнă ялсем пирки ҫирĕп йĕрке пăхса тухнă.  Енчен те вăл аякра вырнаҫнă ялсене ĕҫлеме кăмăл тăваҫҫĕ пулсан, специалистсене ятарлă программăпа укҫа куҫарĕҫ, пулăшу виҫи 1,5 хут нумайрах пулĕ.  Улатăр районĕнче сахал мар аякри ялсем пур, апла пулсан, вăл тăрăхсене ĕҫлеме килес текенсем килме пултараҫҫĕ.  Улатăр районĕн тĕп врачĕ Юрий Боголюбов хăйĕн сăмахĕнче, ҫакăн евĕр пысăк пулăшу патшалăх енчен куҫни халăха ĕҫлеме та та хавхалантарать тенĕ.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан ачасемпе пынă амăшĕсемпе калаҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ.  Сиплев ҫуртне тĕпрен юсав ирттернĕ хыҫҫăн, условисемпе кăмăллă е ҫук тесе ыйтнă вăл вĕсенчен.

«Таса та ҫутă, ăшă. Ачасем валли мĕнпур условисем ҫителĕклĕ.  Медицина ĕҫченĕсем пысăк технологисене пăхăнса ĕҫлени те куҫкĕретех.  Пурте тарават», - тесе каланă амăшĕ Ольга Швецова.

«Маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ, кунта ачасемпе кулленех ҫӳрекен ашшĕ-амăшĕсен шухăшне пĕлме.  Ҫуртăн илемĕ кăна ҫителĕксĕр, кунта тăрăшакансен те питĕ кăмăллă пулмалла ҫынсемпе.  Енчен те халăх пысăка хурса хаклать пулсан вĕсене, ку вара чи пахи», - тесе каланă хăй сăмахне Олег Николаев. Ачасен поликлиникине 1933 ҫулта хăпартса лартнă.  «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, 2019 ҫулта республика бюджетĕнчен куҫарнă 18,1 млн тенкĕпе тĕпрен ҫурта юсанă.  

Кунсăр пуҫне медицина учрежденине пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе те пуянлатнă.  Кăтарту та пĕчĕк мар, 13,4 млн танлашать.  Пĕр сăмахпа каласан, пурлăхпа техника базине ҫĕнетсе улăштарнă.     

Фоторепортаж



21 мая 2020
15:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter