Олег Николаев видео-конференц-ҫыхӑну режимӗнче пысӑк пресс-конференци ирттерчӗ

Олег Николаев в режиме видео-конференц-связи провел большую пресс-конференцию Ҫу уйăхĕн  20-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаевӑн пысăк  пресс-конференцийӗ иртнĕ. Мероприятине ку хутĕнче регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан пулса ĕҫленĕренпе 100 кун иртнине халалланă. Уҫă калаҫу вăхăтĕнче тĕллевсене палăртнă, пуласлăхри ĕҫсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  Паллă пулăм видео-конференц-ҫыхӑну режимӗнче иртнĕ, унта федераци, республикӑри тата муниципалитетӑн 40-е яхӑн СМИ хутшӑннӑ.

Пӗр сехет ҫурӑ хушшинче Олег Николаев регион пурнӑҫӗн тӗрлӗ сферине пырса тивекен 30 ыйту ҫине  тĕплĕн хуравсем панă,  ҫавӑн пекех виҫӗ уйӑх хушшинче мӗн-мӗн туни ҫинчен те тĕплĕн каласа панă.

Олег Николаев республика Правительствин пысӑк реформине пурнӑҫланине, кадрсен резервӗсене йӗркелеме конкурссем пӗлтернине палӑртнă. Регион аталанӑвӗн стратегилле докуменчӗсене ревизи тӑвасси тата программӑсене хальхи вӑхӑтра пурнӑҫласси пирки каласа панă.

Республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан журналистсен пур ыйтӑвне те уҫҫӑн та тӗплӗн хуравланă. "Пирӗн шӑп ҫапла тумалла та. Чуна уҫса пани пире, пӗр енчен, май килнӗ таран тухӑҫлӑ йышӑнусем тума, тепӗр енчен - пурнӑҫлакан мероприятисен анлӑ тӗрӗслевне тивӗҫтерме май парать", - тесе каланă вӑл.

Влаҫ органӗсен йышӑнӑвӗсене тата вӗсене пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑрас ӗҫе общество палати урлӑ йӗркелесе пымалла. "Енчен те ҫакӑн пек ӗҫе сирӗнпе йӗркелетпӗр пулсан, май килнӗ таран уҫҫӑн та анлӑн сӳтсе явсан -пурнӑҫра хӑвӑрт та пӗлтерӗшлӗ улшӑнусем тӑвӑпӑр", -  каланă Олег Николаев.

Пресс-конференцие тепӗр хут Чӑваш Ен Наци телекуравӗнче, Чăваш Ен Наци радиовӗпе Тăван радио эфирĕсенче, ҫу уйăхĕн 21-мĕшĕнче 20:20 сехетре курма май пулнă.

Журналистсем пресс-конференци пирки хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтернĕ.

Евгений Петров, Чӑваш Енре "Раҫҫей хаҫачӗн" редакцийӗн корреспонденчӗ: "Пресс-конференци ку хутĕнче хăйне евĕр иртрĕ.  Ҫӗнӗ форматпа журналистсен хушма ыйтусем пама майсем ҫук пулин те,  пур-пĕрех тĕплĕ те уҫă калаҫу пулчĕ, тулли хуравсем илтĕмĕр".

Наталья Николаева, ИА REGNUM шеф-редакторĕ: "Пресс-конференци тивӗҫлӗ шайра иртрӗ: влаҫсем те, журналистсем те ҫӗнӗ условисемпе дистанци форматне хӑнӑхма пуҫларӗҫ ӗнтӗ. Олег Николаев постра 100 кун кӑна пулнӑ пулин те, вӑл коронавирус лару-тӑрӑвӗнче те, сахал мар республикăшăн ырă ĕҫсем тунă.   Тен ҫавăнпа та журналистсен унран ыйтса пĕлмеллисем чылай пулчĕҫ».

Александр Белов, "Правда ПФО" интернет-кӑларӑмӑн тӗп редакторӗ: «Пресс-конференцире  чылай ыйту пулнине кура, хăшĕ-пĕрисене каярах хăварса халӑхпа  та сӳтсе явма пулнă пулĕччĕ», - тенĕ.

 Хӗрлӗ Чутай районӗнчи "Пирӗн пурнӑҫ" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Алина Оринова: "Паян эпӗ, район хаҫачӗсенче ӗҫлекенсем пекех, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлаканăн Олег Николаевăн видео-ҫыхӑну режимӗнче иртнӗ  пресс-конференцие хутшӑнтӑм. Питӗ кирлӗ те кăсăклă темӑсене хускатнӑ, журналистсем тĕплĕ хуравсем илчĕҫ. Эпир те эпидемиологи лару-тӑрӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйту патӑмӑр: Хӗрлӗ Чутай районӗнче Республика кунне уявласси пулать-и? Олег Алексеевичӑн  тӑван тăрăхĕнче уяв иртет. Май килсен, лару-тăру улшăнсан тен пулĕ-ха тесе шантарчӗ те, савӑнтарчӗ те».

"Канаш" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Людмила Шурекова: "Кăшăлвирус амакĕ вăхăтĕнче цифра технологийĕсемпе усă курни аван. Ҫакна Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене пурнăҫлаканăн пресс-конференцийĕ те тепĕр хут уҫҫăнах ҫирĕплетрĕ. Унччен хӑш-пӗр журналистсен, сӑмахран, Улатӑрсен регион ертӳҫине ыйту парас тесе республикӑн тӗп хулине ҫӗршер ҫухрăма парăнтарса ҫитмелле пулнă пулсан, халĕ вара питĕ аван, Интернет мелĕпе усă курса, тӳрех ыйтăва пама, хуравне те илме пулать. Пресс-конференци пынӑ вӑхӑтра хыпарсене социаллӑ сетьсенче вулакансене пӗлтерсех тăчĕҫ. Мана ҫакăн пек хутшӑну кăмăла кайрĕ, питĕ усăллă иртрĕ палăртнă вăхăт», - тенĕ.

Наталия Колыванова, «Грани» хаҫатăн тĕп редакторĕ. «Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлаканăн Олег Николаевăн пресс-конференцийĕ питĕ усăллă иртрĕ. Нумай ыйтăва кĕске вăхăтра туллин та паха хуравсемпе тивĕҫтерчĕ.  Чăваш Енĕн пуласлăхĕ пирки, тĕллевсем ҫинчен тарăн каласа кăтартрĕ.  Патшалăх енчен куҫакан тĕревсем пирки те халăха питĕ лайăх ăнлантарса пачĕ.   Кăшăлвирус амакĕ вăхăтĕнче тухса тăракан йывăрлăхсене татса парассипе ырми-канми тăрăшни куҫкĕретех. Мĕнпур ыйтăва хуравларĕ, хăшĕ-пĕрисене ҫирĕп тĕрĕслеве илчĕ», - тенĕ.   

Фоторепортаж



21 мая 2020
13:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter