Улатӑрти музейе реконструкцилес ĕҫ тепӗр ҫултах вӗҫленме пултарать

Реконструкция Алатырского краеведческого музея может быть завершена уже в следующем годуҪу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Улатăрта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тимвĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă.  Чăваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа муниципалитетра кивелнĕ ҫурта тĕпрен юсаса ҫĕнтетме, музей тума тĕллев лартнă.  Объект 1911 ҫулта хута кайнă пулнă, кивелнĕ ҫурта халĕ патшалăх енчен укҫа-тенкĕ уйăрса тĕпрен ҫĕнетессипе тимлесех ĕҫлеҫҫĕ.  2019-2020-мĕш ҫулсем валли асăннă ҫурта юсама, строительство ĕҫĕсене пурнăҫлама     16,3 млн тенкĕ пăхса хăварнă.  Палăртмалла, вăл пулăшуран 11,2 млн федераци хыснинчен куҫать.  Объекта ҫĕклесе лартма Шупашкарти «НПП «Наследие» тулли мар яваплă общество хăй ҫине яваплăх илнĕ.

Палăртса хăваратпăр, ҫурта 2019 ҫулта 8 млн тенкĕллĕх юсаса та ĕлкĕрнĕ.  Объектăн ҫивĕттине тĕпрен улăштарнă.  Ҫуртăн умри пайне те хитрелетме, хальхи пурнăҫпа килĕштерсе тăма специалистсем тăрăшсах улăштарса пыраҫҫĕ.   

2020 ҫулта музей ĕҫне малалла тăснă. Хальхи вăхăтра ҫуртăн шалти пайне ҫĕнетессипе тăрăшаҫҫĕ.  Ҫуртăн никĕсне те тĕпрен ҫĕнетсе улăштарма проектпа пăхса хăварнă.  

2020 ҫулта пуш уйăхĕнче республика хыснине хăш-пĕр тӳрлетӳсем кĕртсе хăварнă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев пуҫарăвĕпе Улатăрти музейĕн строительство ĕҫне пурнăҫлама хушма укҫа – 22,3 млн тенкĕ уйăрса пама йышăну тунă.

Чăваш Республикин культура министрĕ Роза Лизакова каланă тăрăх, уйăрнă укҫа ҫурта реконструкцилес ĕҫе вĕҫне-хĕрне ҫитерме витĕм кӳрессине асăннă.  Хулара пурăнакансем валли анчах мар, хăнасене валли те илемлĕ объект пулĕ, кунта килекенсем чăвашсен йăли-йĕркипе, историпе тĕпрен паллашма пултарĕҫ.   

Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче, вырăнти ертӳлĕхрен малашнехи тĕллевсем пирки ыйтса пĕлнĕ.  Сăмах май, вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусем ҫинчен те чарăнса тăнă, ҫитес хутса ăшăтмалли тапхăра епле хатĕрленсе пынипе те кăсăкланнă.

«Сирĕнтен ĕҫсене пурнăҫласа пымалли ҫирĕп графика  кĕтетĕп.  Унта хĕллене хатĕрленсе ирттермелли ĕҫсем пирки пĕтĕмпех тĕплĕн ҫырса кăтартмалла», - тесе хушса каланă сăмаха Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.      

Фоторепортаж

 



22 мая 2020
09:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter