«Хыпар» издательство çурчĕн ĕçченĕсен сăввисем кĕнекере пичетленнĕ

Чăваш кĕнеке издательствинче «Çĕршывăмçăм, Чăваш çĕршывĕ. Чувашия родная» сăвăсен кĕнеки пичетленнĕ. Çĕнĕ ĕçе икĕ сумлă датăна халалланă: Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине тата Чăваш кĕнеке издательствин пĕр ĕмĕрхине.

Ухсай Яккăвĕ, Ҫеҫпӗл Мишши, Петӗр Хусанкай, Митта Ваҫлейӗ, Илле Тукташ, Василий Давыдов-Анатри, Любовь Мартьянова тата ытти сумлă авторăн сăввисемпе пĕрлех çамрăк авторсен ĕçĕсем те кун çути курнă. Çав шутра – «Хыпар» издательство çурчĕн ĕçченĕсен те. «Хыпар» хаçатăн тишкерÿçин Лариса Петрован «Ман юратнă Шупашкар», «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕн Нина Царыгинан «Савнă, хаклă Чăваш Ен» сăввисем пичетленнĕ. Тепĕр ĕçтешĕмĕрĕн, «Тăван Атăл» журналăн редакторĕн, Чăваш Енри Профессионал çыравçăсен союзĕн правленийĕн ертÿçин, 17 кĕнеке авторĕн Лидия Филиппован вырăсла çырнă «Чувашстан» сăввипе те унта паллашма май пур.

Кĕçĕн тата вăтам шкул ÿсĕмĕнчи ачасем валли пичетленĕ кĕнеке тиражĕ – 1000 экземпляр. Редакторĕ тата хатĕрлекенĕ – Ольга Иванова. Кĕнекене хитре ÿкерчĕксемпе П. Сергеев илемлетнĕ.

www.hypar.ru 

 



22 мая 2020
09:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter