Йĕркене пăхăнмаллах (Чăваш Ен НТРК)
Республикăра кăшăллă вируспа чирлекенсен йышĕ кунсерен ÿссе пырать. Чир çаклатакансем Чăваш Ен тĕп хулинче кăна мар, районсенче те нумайăн. Шупашкар тăрăхĕнче çеç 100 ытла çын чирленĕ. Хÿтелев хатĕрĕсемпе районта мĕнлерех усă кураççĕ? Сăмса-çăвар хупламалли хатĕрсене тăхăнмалли йĕркене пăхăнаççĕ-и?