Олег Николаев предпринимательсене видео-ҫыхăну мелĕпе саламланă

Олег Николаев поздравил бизнесменов онлайнҪу уйăхĕн 26-мӗшӗнче  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан  Олег Николаев  Раҫҫей предпринимательсен кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннă. Кăҫал коронавирус алхаснине тĕпе хурса, мероприятине видеоконференци форматӗнче ирттернĕ.

"Предпринимателӗн кунне паллӑ тума паян усӑ куракан формат пирӗншӗн пӗр икӗ уйӑх каялла  тĕлĕнмелле япала пек туйăннăччĕ», - тенӗ регион  Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан. Предпринимательсене Олег Николаев уяв ячӗпе саламланă, палӑртнӑ плансене пурнăҫа кĕртме, малалла та ҫитӗнӳсем тума суннă.

"Пирӗн ҫине тиеннĕ йывӑрлӑхсене сирӗнпе пӗрле ăна ҫĕнтересси пирки иккĕленместĕп, кун пеккисем нумай пулнӑ. Тен, хӑш-пӗр отрасльсем ҫак йывӑрлӑхсене хӑвӑртрах, хӑшӗ-пӗрисем кӑшт  каярах та тен йывăрлăхсене парăнтарĕҫ. Ҫапах та, пӗтӗмӗшле илсен, эпир пурне те тума пултарасса шанатӑп. Ҫӗршыв Президенчӗн йышӑнӑвӗ тӑрӑх экономикӑна, ҫав шутра вак тата вӑтам предпринимательлӗхе пулӑшу памалли тӗп майсем уҫӑлнӑ тесе шутлатăп", – палӑртнă хăйĕн сăмахĕнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Ҫавӑн пекех вӑл республикӑри "Чи лайӑх предприниматель-2019" конкурс ҫӗнтерӳҫисене саламланă, вӗсен ячӗсене тӳрӗ эфирта палăртнă. Олег Николаев конкурс ҫĕнтерӳҫисене малашне те  ҫакăн пек пысăк ӳсĕмсемпе палăрса пыма чĕнсе каланă,  бизнес-проектсене пурнӑҫлама сĕннĕ.

Тӳрӗ эфирта предпринимательсен пӗрлӗхӗсен представителĕсем, бизнесра вăй хуракансем  Чӑваш Енри предпринимательсене професси уявӗпе  саламланă, пуҫаруллă проектсемпе малашне те ĕҫлесе, республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне витĕм кӳмеллие асăннă. Паллă кун патшалăх наградисене парса хавхалантарнă пысăк хисепе тивĕҫнисене.  

Фоторепортаж



26 мая 2020
17:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter