Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Чӑваш Ен территорийӗнче ятарлӑ налук режимне кӗртесси ҫинчен калакан Олег Николаевăн пуҫарулăхне ырласа йышăннă

Депутаты Госсовета поддержали инициативу Олега Николаева о введении на территории Чувашии специального налогового режимаПаян, ҫу уйăхĕн  26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 41 сессийĕ иртнĕ. Ку хутĕнче депутатсем налуксемпе ҫыхăннă саккун проектне пăхса тухса йышăнса хăварнă.

Чăваш Енре пурнăҫлама килĕшнĕ ырă пуҫарăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев витĕм кӳнĕ. Ҫĕнĕлĕхе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче  Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев пĕлтернĕ.  Коронавирус алхаснă тапхăрта, хăш-пĕр категорири предпринимательсене саккун проекчĕ хушма вăй-хăват кӳрессине палăртнă.  

«Патшалăх туянăвĕсемпе ĕҫленĕ чухне ытти предпринимательсем пекех сахал мар кирлĕ пек ҫăмăллăх условийĕсемпе усă кураҫҫĕ.  Патшалăх программисемпе ĕҫленĕ чухне те йĕркене пăхăнса пыни паллă.  Харпăр хăй  тупăшне ӳстерессипе ĕҫлекенсем  ҫĕршыв Президенчĕ йышăнăвĕпе куҫакан тĕрлĕ патшалăх пулăшăвĕсемпе те усă кураҫҫĕ. Анчах та паянхи лару-тăрура коронавирус амакĕ тапхăрĕнче шăпах та, вĕсем те йывăрлăхсемпе тĕл пулчĕҫ», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.    

Професси тупăшĕнчен пухăнакан налук – хушма налук, ҫĕнни вара урăхларах.  Ун ҫине куҫасси хăй тĕллĕн,  кăмăл пулсан кăна ҫĕнĕлĕхе пурнăҫа кĕртме май пур.  



26 мая 2020
13:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter