Олег Николаев бизнеса велосипедпа танлаштарнӑ тата предпринимательлӗхе пӗр платформа ҫинче пулӑшу институчӗсене пӗрлештерме сӗннӗ

Раҫҫей предпринимательлӗх кунӗнче "Манӑн бизнес" центр ӗҫ-хӗлне халалланӑ канашлура Чӑваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев республикӑра инвестици тата предпринимательлӗх ӗҫ-хӗлне аталантармалли институтсен пӗрлехи тытӑмне туса хума кирлине палӑртнӑ.

Вӑл "Манӑн бизнес" брендпа пӗрлештернӗ инфратытӑм, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Аталану корпорацийӗ тата Чӑваш Енри Промышленноҫпа инвестици ӗҫ-хӗлне аталантармалли фонд пӗрлехи  уйрăлми тытăм пулмаллине палӑртнă. Аса илтеретпӗр, темиҫе сехет маларах Олег Николаев асӑннӑ корпораципе Фондсене аталану Институтне пӗрлештересси ҫинчен пӗлтернӗ.

"Манӑн бизнес " брендпа пӗрлешнӗ инфратытӑм тата Аталану институчӗ пӗр пӗтӗм тытӑм пулмалла. Ҫапла вара хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне килӗшӳллӗн йӗркелесе пырса пӗр-пӗрне проектсемпе тивӗҫтерсе тӑмалла. «Пӗр чӳрече» майпа ӗҫлемелли йӗрке вара ҫаксене пурне те пӗрлехи информаци тытӑмне пӗрлештермелле. Ҫапла майпа пирӗн пӗрлехи платформа пултӑр. Малалла вара, бизнес-проектӑн тӗп шухӑшне шута илсе, ӑна бизнес пулӑшӑвӗн тивӗҫлӗ институтне куҫараҫҫӗ", - ӑнлантарнă Олег Николаев.

Ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан предпинимательлĕхе велосипедпа танлаштарнӑ.

"Ҫакӑн пек сӑмах ҫаврӑнӑшӗ пур: бизнес вӑл велосипедпа ҫӳренипе пӗрех – сулӑнас мар тесессĕн педальсен яланах ҫаврӑнмалла. Педальсем ҫаврӑнма чарӑнсан, паллах, инерципе пӗр вӑхӑт ярӑнма пулать, анчах кайран чарӑнмах тивет", – палӑртнă Олег Николаев. Вăл бизнеса хальхи ҫӑмӑлах мар условисенче пулӑшас тесен мӗн тума кирлине пурне те пурнӑҫламаллине тепӗр хут аса илтернӗ.

 



26 мая 2020
17:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter