Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Раҫҫей предпринимательлĕхĕн кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин хисеплӗ предпринимателĕсем!

Сире уяв ячӗпе саламлатӑп!

Раҫҫей предпринимательлĕхĕн кунӗ пысăк тавра курăмлă, паха ăс-тăнлă, пуҫаруллӑ ҫынсене пӗрлештерет. Ҫак кун - теветкеллĕхрен шикленмен, хăйсем ҫине яваплăх илме пултаракан тата хăюллă тĕллевсемпе проектсене пурнăҫа кĕртме пултаракан ҫынсен уявĕ. Кӑҫал кăшăлвирус амакĕ хăвăрт сарăлса пыни, ҫĕршывра ĕҫ кунĕсен ҫирĕп режимне йĕркелени - пурне те пысăк йывăрлăха тӳсме тĕрĕслев кăларса тăратрĕ.

Ҫак условисенче Чӑваш Енре экономикӑпа социаллă пурнăҫăн ҫирӗплӗхне тивӗҫтермелли комплекслӑ план туса хатӗрленӗ, вăл пурнăҫа анлăн кĕрсе пырать. Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсене пулăшу памалли майсене республика шайӗнче сахал мар йышăннă, ҫак ĕҫсене федераци центрĕ те тĕрев парать. Предпринимательсем хӑйсен бизнесне, шанчăклă ĕҫтешсене, ĕҫ вырăнĕсене упраса хăварччăр  тесе хамăртан мĕн тума пултарнине пурне те тӑватпӑр. Шанатӑп, ҫак вӑхӑтлӑх йывӑрлӑхсене пӗрле ҫӗнтерессе, малалла кал-кал аталанса пымалли ҫул-йĕр ҫине тухасса та ĕненетĕп.

Чӑваш Енри предпринимательсене пирӗн регионăн ырлăхĕшĕн пурнăҫлакан мĕн пур тĕллевĕре тӳрре кăларма хастар кăмăлпа ĕҫлесе пынишĕн тав тӑватӑп! Сире ҫĕнĕ пуҫарусенче ҫитӗнӳсем, сывлӑх, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн

тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан                                           Олег Николаев



26 мая 2020
07:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter