Олег Николаев видео-конференц-ҫыхӑну режимӗнче районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе черетлĕ канашлу ирттернӗ

Олег Николаев дал поручения по обращениям жителей в соцсетях

Ҫу уйăхĕн 27-мӗшӗнче Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче тӳрех пӗлтерӗшлӗ темиҫе сферăна укҫа-тенкӗ уйӑрассине пысӑклатнӑ.

Сӑмахран, регион тата муниципалитетсем хушшинчи ҫулсене тӗпрен юсама укҫа-тенкӗ уйӑрассине улшӑнусем кӗртнӗ. 2020 ҫулта ҫакӑн валли уйӑракан хисеп федераци бюджечӗн укҫи-тенки шучӗпе 142 млн тенкӗ чухлӗ пысӑкланать.

Ҫавӑн пекех сывлӑх сыхлавне аталантарма хушма укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Владимир Степанов министр 2020-2022 ҫулсенче патшалӑх программин калӑпӑшӗ 1 миллиард 737 млн тенкӗ чухлӗ ӳснине палӑртрӗ, вӗсенчен 1 миллиард 068,5 миллион тенки – республика бюджечӗн укҫи - тенки, 668,4 миллион тенки  вара– федераци бюджечӗн.

"Федераци бюджечӗн укҫи-тенкине медицина ӗҫченӗсене СOVID-19 инфекцийӗпе чирлӗ тата чирлес хӑрушлӑх пысӑк ушкӑнри ҫынсемпе ӗҫленӗшӗн тӳлеме, ҫавӑн пекех медицина оборудованийӗпе эмел препарачӗсене туянма, хавхалантаракан тӳлевсене уйӑрма тӑкаклӗҫ. Республика бюджечӗн укҫи-тенкине сывлӑх сыхлав учрежденийӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетме, медицина оборудованийӗ туянма, ҫавӑн пекех йӗркелӳ- санитари, профилактика мероприятийӗсене пурнăҫлама, ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗсене асӑрхаттарас енӗпе ӗҫлекен ӗҫсен планне пурнӑҫлама ярӗҫ",- ӑнлантарса панă сывлӑх сыхлав министрӗ.

Аса илтеретпӗр, Олег Николаев COVID-19 лару-тăрăвне регионта ҫирӗп тӗрӗслесе тӑрать, вӑл хушнипе Чӑваш Енри хуласемпе районсен рейтингне туса хатĕрленĕ.  Муниципалитетсенчи лару-тӑрӑва вырӑнта хак парас тӗллевпе республикӑри мобильлӗ ушкӑнсем кулленех тухса тĕрĕслеҫҫĕ.



28 мая 2020
08:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter