Олег Николаев Ҫӗмӗрлере пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ инфратытӑмăн объекчĕсене пăхса тухнă

Олег Николаев посетил в Шумерле несколько объектов жилищно-коммунальной инфраструктуры

Ҫу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсегне вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă, Ҫӗмӗрле хулинчи лару-тăрупа тĕплĕн паллашнă. Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтăвĕсем кун йĕркинчи тĕп тема пулса тăнă.  Асăннă тытăмри объектсен пахалăх шайĕ самаях чакнă, кăтарту та пысăк 80 процента ҫитнĕ. Газшăн парăмсем пухăнса кайни, тен, шăпах та ҫакăнпа ҫыхăннă пулĕ.  Кивелнĕ объектсем кулленхи ĕҫе пысăк чăрмавсем кӳни куҫкĕретех.

Олег Николаев республика бюджетӗнчен укҫа-тенкӗпе туса хатӗрленӗ ҫĕнĕ хутса ăшăтмалли тытăма пăхса хакланă, киввине те тишкернĕ.  Чăнласах та тухăҫлăх пуррине курса ĕненнĕ.  Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан котельнăйсемпе ĕҫлеме питĕ ансат, дистанци мелĕпе те ĕҫе йĕркелесе пыма условисем пур.

"Малашне те объектсене ҫĕнетсе пырăпăр. Ҫавӑнпа та вырăна тухса тĕрĕслес шутпа килтĕмĕр. Ҫывӑх вӑхӑтра пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмне тӗпрен ҫӗнетме тӗллев лартатпăр", - тесе хыпарланă Олег Николаев.

Ҫӗмӗрлере шыва тасатакан станцине те ҫӗнетме  плана кĕртнĕ. Проектпа смета докуменчӗсене туса хатӗрлесен Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха  реформӑлама пулӑшакан фондран финанс ыйтăвĕсене татса пама пулӑшу ыйтма палăртнă. 

Регион  Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Сӑр ҫывăхĕнчи пляжа та ҫитсе килнĕ, унти условисене пăхса тухнă. Ҫӗмӗрле ҫыннисене шыва кӗме йӗркеленӗ вырӑн ҫуккипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑва вӑл чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва асӑрхаттарас енĕпе ĕҫлекен комисси ларӑвӗнче ҫӗкленӗ. Кӑҫал хӑтлӑ пляж уҫӑлĕ. Сӑр ҫинче шыва кӗмелли вырӑна йӗркене кӗртес тесен малтан ҫула ҫӗнетмелле, ҫавна тума вӑхӑт кирлӗ.

 

Фоторепортаж




29 мая 2020
08:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter