Лидер хăйĕн командипе вăйлă

«Ертсе пыракансен команди» конкурсăн финалне тухакансене республикăри ертсе пыракан кадрсен резервне хаклав ирттермесĕрех кĕртĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев çапла хушнă.

Аса илтеретпĕр: Олег Николаевăн пуçарăвĕпе республикăра «Ертсе пы­ракансен команди» тата «Çамрăк ли­дерсем» конкурссем иртеççĕ. Пысăк çитĕнÿсем тума ăнтăлакан пултарул­лă ертÿçĕсен заявкисене lider.cap.ru сайтра çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕччен йышăнаççĕ. «Ертсе пыракансен коман­ди» конкурсăн партнерĕсен йышĕнче — Чăваш Енри ăнăçлăн аталанса пыракан предприятисем. Эппин, çурма финала тата финала тухакансем пысăк ят-сум çĕнсе илнĕ компанисене ĕçе вырнаçма, хăйсен ăсталăхне ÿстерме тата опыт пухма пултараççĕ. Конкурс партнерĕ­сен хушшинче «Лента» акционерсен об­ществи те пур.

Роза ИВАНОВА, «Лента» обществăн генеральнăй дирек­торĕ:

— Питĕ кирлĕ, вырăнлă, вăхăтлă конкурссем. Респу­бликăна шав ма­лалла ăнтăлакан, çине тăма пĕлекен, пултаруллă çамрăк çынсем кирлĕ. Пирĕн халăх питĕ ĕçчен. Çавăнпа регионта вăйлă менеджерсем, ертсе пыракансем пулмалла. Вĕсем çын­сене пĕрлештерме тата тĕрĕс çулпа ерт­се пыма вăй çитерччĕр. Вăйлă лидер — вăйлă регион. Лидер вара командăпа вăйлă. Хамăрăн лидерăн командинче çине тăма пĕлекен интереслĕ çынсене курас килет. Çак конкурссем çамрăксе­не тата ертсе пыракансене хăйсене кă­тартма май параççĕ. Пуçаруллă, инте­реслĕ çынсене пĕрле пухни питĕ лайăх. Эппин, çак çамрăксемпе ертÿçĕсем хăй­сен пуласлăхне хамăр республикăрах кураççĕ. Унăн аталанăвне хăйсен тÿпине хывма пултараççĕ.

Çамрăк кадрсем пирки калас тăк, вĕсене «çитĕнтерес» ĕçе пирĕн те, предприяти-организаци ертÿçисен, хут­шăнмалла. Диплом пурри çеç çителĕксĕр, пухнă пĕлÿпе усă курма пултармал­ла. Çапах эпир йĕркеллĕ ĕç вырăнĕ ту­масан, тивĕçлĕ шалу тÿлемесен кад­рсем килмеççĕ. Çынсем илĕртÿллĕрех ĕç вырăнне суйласа илеççĕ, эппин, çакă — ĕç паракансен конкурсĕ те. Халĕ шă­пах республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă про­граммине хатĕрлес-сÿтсе явас ĕç пы­рать. Региона аталантарас тесен уйрăм бизнес-проектсем çеç çителĕксĕр. Пысăк тухăçлă тата пысăк шалуллă ĕç вырăнĕ­сем тумалла, миграци юхăмне чакармал­ла. Унсăр пуçне республикăн инфраты­тăм тĕлĕшĕнчен те кăсăклă пулмалла.

Пирĕн компани — конкурсăн партнерĕ, çавна май унта хутшăнакансене кăшт хавхалантарас килет. Кунта чи кирли укçа мар. Çамрăксем хăйсен çулне туп­нă ăнăçлă çынсен тĕслĕхĕпе хавхаланч­чăр. Вĕсен тата çакна ăнланмалла: каш­ни кун малалла ăнтăлмалла, хăйсене шанма пăрахмалла мар, кашни йывăр­лăха çĕнĕ май пек йышăнмалла, нихăçан та алă усмалла мар.

www.hypar.ru

 



29 мая 2020
10:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter