Чăваш Енри Роспотребнадзор Управленийӗн ертӳҫи халăха Ҫимĕкре масарсене ҫӳрессине вăхăтлăх пăрахăҫлама сеннĕ

Роспотребнадзор рекомендовал муниципалитетам ограничить посещение кладбищ на ТроицуҪу уйăхĕн 29-мӗшӗнче коронавирус инфекцийĕсемпе кĕрешессипе ĕҫлекен оперативлă штабăн ларăвне ирттернĕ. Унта Чăваш Енри Роспотребнадзор Управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская ҫывхарса килекен паллă кун, Ҫимĕк пуласса хыпарланă. Кун пирки асăрхаттару енĕпе йышăннă хыпарсене халăха вăхăтра пĕлтерме чĕнсе каланă.  "Вăл кун масарсенче халӑх пуҫтарӑнать, ытти регионтан та килеҫҫӗ. Ҫынсем апат-ҫимӗҫ, ӗҫме-ҫиме илеҫҫӗ, пӗр савӑт-сапапа хӑналама тытӑнаҫҫӗ. Ҫав хушӑрах масар ҫинче харпӑр хӑй гигиенине пăхăнманнине те курма пулать. Тепĕр тесен условисем те ҫук.  Кун пек лару-тăру коронавируспа чирлекенсен йышне ӳстерме пултарать», - палӑртнӑ республикӑри тӗп санитари врачӗ.

Пурĕ регионта  944 масар пуррине шута илнĕ.

Надежда Луговская  каланă сăмахсемпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан  Олег Николаев та килĕшнĕ. Граждансене  масар ҫине кайма юраманни пирки май килнӗ таран пӗлтерес тесе вӑл смс-хыпарсем ярса парас ӗҫе йӗркелеме хушнӑ.

Палăртнă кун чиркӳсене те кайма тытăнса тăмалла. Асăрхануллă пулни, сывлăха упрани хамăршăнах усăллă пулĕ. Ҫирĕп мерăсене пăхăнма тăрăшмалла, тимлĕхе ҫухатма юрамасть.  



29 мая 2020
18:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter