Олег Николаев Элӗк районӗнчи купаланса выртакан ҫӳп-ҫап вырăнне рекультивацилессипе ĕҫ епле пынипе паллашнă

Олег Николаев проверил рекультивацию свалки в Аликовском районеЭлӗк салинче ҫӳп-ҫап купи саланса выртни района йывăрлăх кăларса тăратать. Ҫӳп-ҫапа кунта иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенчех турттарма пуҫланӑ, унтанпа ҫӳп-ҫап купи ӳссе пынă, унăн калăпăшĕ 8 гектар ҫӗр ҫитнĕ. Халӗ паллах, ăна пăрахăҫланă.

Ҫу уйăхĕн 28-мӗшӗнче объектра Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ҫитсе килнĕ. Рекультиваци мӗнле пынине курса хакланӑ.

Халӗ кунта территорие тасатаҫҫӗ, купаланса выртакан  ҫӳп-ҫапа тиесе тухаҫҫĕ ятарлă вырăна.

Палӑртса хӑваратпӑр:  Элĕк салинчи ҫӳп-ҫап купине тасатса тирпейлес ĕҫе "Экологи" наци проектне тĕпе хурса рекультивацилеҫҫĕ. Тӗрлӗ шайри бюджетсенчен 25 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ. Подрядчикӑн кӗркунне рекультивацуилессипе ĕҫсене туллин вĕҫлемелле.

"Пирӗн тӗллев – проектсем валли уйӑракан федераци укҫи-тенкипе май килнӗ таран тухӑҫлӑ усӑ курасси. Малашне пирӗн ҫӳп-ҫап куписене  кирлĕ-кирлĕ мар ҫĕрте йĕркелесе пыма юрамасть.  Ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрмалла", - палӑртнă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн титвĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.



29 мая 2020
09:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter