Олег Николаев хушнипе нацпроектпа килĕшӳллĕн пулса пыракан объекчӗсене мониторинг тăвӗҫ

По поручению Олега Николаева проведут мониторинг хода контрактации объектов нацпроектов

Ҫу уйăхĕн  29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх прурнăҫлакан Олег Николаев  Стратеги аталанăвĕ тата проект ĕҫ-хĕлĕ енĕпе ĕҫлекен канашăн  ларăвне ирттернĕ.  Ку хутĕнче ларăва пуҫласа Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем те хутшăннă. 

«Пирĕн ĕҫре наци проекчĕсем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.  Патшалăх енчен сахал мар укҫа-тенкĕ тăкакланать. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пырассипе комплекслă мероприятисем пулса пыраҫҫĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан. 

Ларăва пухăннисем Чăваш Республикинче пурнăҫланса пыракан регион шайĕнчи проектсене тишкернĕ, хăш-пĕр йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнă, вĕсене тĕплĕн сӳтсе явнă. 

Наци проекчĕсемпе тӳр килсе пыракан ĕҫсене пурнăҫлассипе ҫыхăннă укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсемпе тивĕҫлĕ шайра ĕҫлесе пыманнине асăрхаттарнă Олег Николаев.  Кăҫалхи ҫу уйăхĕн пуҫламăшĕ тĕлне Чӑваш Ен пӗрлештернӗ бюджетӗнче регион проекчӗсене пурнӑҫлама палӑртса хунӑ тӑкаксен калӑпӑшӗн 14 проценчĕпе ҫеҫ усă курнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Апла пулсан, плана кĕртнĕ мероприятисем туллин пурнăҫланса пыманни те сисĕнкелет.

«Эпĕ сире тепĕр хут чĕнсе калатăп, контрактсемпе ĕҫ хучĕсене тивĕҫлĕн пурнăҫласа пымалла. Ҫитес ларура ҫитменлĕхсем пирки хуравсем тулли пулмалла. Камсен айăпĕпе чăрмавсем пулса пынине те пĕлмелле.  Малашнехи ĕҫсене активлăрах  пурнăҫламалла», - тесе асăрхаттарнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.      



29 мая 2020
15:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter