Олег Николаев ҫӳп-ҫапа пăрахса хăваракансене ҫирĕпрех явап тыттарма хушнă

Олег Николаев поручил рассмотреть возможность ужесточения наказания за оставленный мусорАка уйăхĕн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев видео-конференц-ҫыхӑну режимӗнче районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе социаллӑ сетьсенче час-часах хускатакан ыйтусемпе черетлӗ канашлу ирттернӗ.

Олег Николаев республикӑра пурӑнакансемпе социаллӑ сетьсем урлӑ хутшӑнса ӗҫлессине пысӑк тимлӗх уйӑрать. Унăн аккаунчĕсенче Инстаграмра, ВКонтактра, Фэйсбукра сахал мар пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусем ҫине хуравсем те тупма пулать.

Соцсеть урлӑ вӑл ҫӗршыври тата регионти пысӑк пулăмсем пирки пӗлтерет. Ҫав вӑхӑтрах регион Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан халăха кăсăклантаракан ыйтусем ҫине те хурав парать.

Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене ҫирĕп тĕрĕслеве илет  Олег Николаев.

Республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан видеоҫыхӑну пуҫламӑшӗнче районсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене иртнӗ канашлура  хускатнă ыйтусемпе епле ĕҫлени пирки каласа пама ыйтнă.

Патӑрьел районĕн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Патӑрьел салинчи тата К. Марк урамĕнчи айлăмра  ҫӳп-ҫап купи пысăк пулнине асăннă, ăна  2 талӑк хушшинче пӗтерни ҫинчен пӗлтернӗ.

Сӗнтӗрвӑрри районĕнче те ҫакнашкал лару-тăру пулнă. Сӗнтӗрвӑрри районĕн администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫырма хӗрринчи территорире йӗркене кӗртнӗ, ытти вырăнтине ҫу уйӑхӗн варринче тирпейлесе ҫитерме тĕллев лартнине хыпарланă.

Канашлура территорисене тирпей-илем кĕртессипе ытти ыйтусене те хускатнă.

Улатӑр хулинчи ҫынсем ҫырмара "Стрелка" микрорайонра йӗркеленнӗ ҫӳп-ҫап купине пӗтерме ыйтса ҫырнă. Унсӑр пуҫне вӗсем Белинский урамӗнче нумай вӑхӑт хушши  тирпейсĕр купаланса выртакан туратсемпе каяшсем йӑваланса выртнӑшӑн ӳпкелешнӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ шантарнӑ тӑрӑх, Белинский урамӗнче йӗркене кӗртнӗ. "Стрелок" микрорайонри ҫӳп-ҫапа  ҫу уйăхĕ вĕҫлениччен тирпей-илем кĕртме план тунине асăннă.

Кану культури ҫуккине пула вӑрманта пикниксен зонинче усал ҫӳп-ҫап куписем час-часах купаланать. Ҫакӑн пек пăтăрмахсем Йӗпреҫ районӗсенче те пур. Кун ҫинчен районти активлă ҫынсем Олег Николаева видеоҫырӑвӗнче каласа панă.

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн сӑмахӗсем тӑрӑх, ҫӳп-ҫап куписене пӗтернӗ ӗнтӗ. Вӑл Олег Николаева ҫӳп-ҫап валли ҫӗнӗ еврооконтейнерсем туянас ыйтӑва татса пама пулӑшнӑшӑн тав тунă.

Олег Николаев ҫӳп-ҫап темине вырӑнти влаҫсенче тăрăшакансен кулленхи ҫирĕп тĕрĕслеве илмеллине асăрхаттарнă. Пӑсакансем ҫине витӗм кӳмелли мерӑсем те тивӗҫлӗ пулмалла. "Ҫынсем йĕрке пăсаҫҫĕ пулсан, вĕсене ҫирĕп явап тыттармалла", - тенӗ вӑл.

Канашлура ытти актуаллă ыйтусене те тĕплĕн сӳтсе явнă, кашнинпех тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.

Фоторепортаж



04 мая 2020
07:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter