Чӑваш Енре талӑк хушшинче 47 ҫын самоизоляци йӗркине пӑснӑ

Республикăра пурӑнакан 300 ытла ҫын, вĕсен COVID-19 чирĕ пур тесе ҫирӗплетнисене, Роспотребнадзор килте юлма  ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ. Анчах Чӑваш Енре ҫавнашкал хушуллӑ харпӑрлӑх йӗркине пӑсакан 47 ҫынна тупса палӑртнӑ ҫу уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне. Вӗсене  тупма геолокаци технологийӗсем пулӑшнă.

"Изоляци йӗркине пӑхӑнман ҫынсем хӑйсем ҫӑмӑл формӑпа, ним хӑрамасӑр тенӗ пекех, чире чӑтса ирттерме пултараҫҫӗ. Анчах та вӗсем ыттисене, рис ушкӑнӗнче пурӑнакансене, чирлеттерме пултараҫҫӗ: ваттисене, вӑрах чирлӗскерсене. Акӑ вӗсен шӑпах коронавирус инфекцийӗ питӗ йывӑр формӑпа иртме пултарать", - тесе хыпарланă Чӑваш Ен сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов.

Министр каланӑ тӑрӑх, COVID-19 чирĕпе аптракансенчен 80 проценчӗ ытла клиника тӗрӗссипе каласан, йывăр нушалантармасăрах иртсе пырать тенĕ.

Аса илтеретпӗр, Чӑваш Енре  чирлисене кулленех ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ, технологи ҫын ӑҫта пулмаллине тӗплӗн тӗпчеме май парать. Пӑснине тупса палӑртсан, тӳрех йĕрке пăсакансене штраф 15-40 пин тенкĕлĕх тӳлеттерме пултараҫҫӗ.



04 мая 2020
13:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter