Ырă ĕҫ тăвакансем 435 пин тенкӗ куҫарса медицина ӗҫченӗсене хушма тӳлевсемпе тивӗҫтернӗ

435 тысяч рублей перечислили благотворители на дополнительные выплаты медикамВаскавлӑ медицина пулӑшӑвӗ паракан сиплев учрежденине 435 пин те 548 тенкӗ  куҫарса панă. Вăл пулăшупа COVID-19  инфекци ернĕ пациентсемпе ĕҫлекен медицина ĕҫченĕсене  тивĕҫтерме йышăннă.  Укҫана  ырă тăвас текенсем панă.  

Вĕсем: Рф Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков тата Игорь Моляк. Вӗсем Чӑваш Енри коронавируспа кӗрешекен пулӑшу фондне ӗҫ укҫине куҫарма йышăннă.

Аса илтеретпӗр, Олег Николаев ҫӗнӗ коронавирус инфекцине хирĕҫ кӗрешме  пĕрле пухăнма чӗнсе каланӑ, май килнĕ таран пулăшу пама ыйтнă. Республикӑра пурӑнакансене – медиксене те, рис ушкӑнӗнчи ҫынсене те – Чӑваш Енре ҫӗршер волонтер тата вуншар предприяти тĕрев парса пыраҫҫĕ.



04 мая 2020
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter