Олег Николаев Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин тата ҫул-йӗр тытӑмне 2024 ҫулччен аталантармалли стратегине ырланă

Олег Николаев одобрил стратегии развития контрактной системы, тарифного регулирования и дорожной отрасли Чувашской Республики до 2024 годаПаян, ҫу уйăхĕн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан    Олег Николаева кашни эрнере пулакан планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикин  Конкурентлӑ политикӑпа тата тарифсен министерствипе Чӑваш Республикин ҫул-йӗр министерствин стратегийлĕ аталанăвĕ пирки калакан ĕҫ хутне пăхса тухса тишкернĕ.

Икӗ документа та республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев хушăвĕпе килĕшӳллĕн пурнăҫланнă.

Чӑваш Республикин конкурентлӑ политикӑпа тата тарифсемпе ĕҫлекен патшалӑх службин ертӳҫи Надежда Колебанова Чӑваш Енре контракт тытӑмне тата тариф йӗркелесе пымалли хаксене 2024 ҫулччен аталантармалли стратеги ҫинчен каласа панă.

Патшалӑх службин докуменчӗпе килӗшӳллӗн туяну сферинчи контракт тытӑмне йӗркелес енӗпе полномочисем пурнӑҫлама палӑртать. Аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрӗсем пулса тӑрӗҫ: туяну сферинчи регионти информаци тытӑмне туса хунипе, "Поставщиксен Порталӗ" информаци тытӑмне электронлӑ майпа усӑ курса ӗҫе кӗртни.

Тариф йӗркелӗвӗн аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗсем тариф процесне (тариф йышӑнӑвне йышӑниччен йӗркелемелли заявка панинчен пуҫласа), электросеть комплексӗнче эталонлӑ хаксем тӑвасси ҫине куҫасси тата ыттисем те цифрӑласси пулса тӑрӗҫ.

Ведомство умӗнче тӑракан тӗллевсенчен пӗри-тарифсемпе тӳлевсӗр ҫӑлкуҫсен шучӗсемшӗн тӳлекен тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстересси.

"Цифровизаци ҫулӗпе пыракан тӗллевсене тӗрӗс палăртнă, ҫакӑ вара сирӗн ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстермелле. Ку маншӑн чи тӗп критери пек туйӑнать", - палӑртнă Олег Николаев.

Республика Министерствин стратегине регион, муниципалитетсем хушшинчи тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗсен тытӑмне нормативлӑ лару-тӑрура ӗҫлеттерессине, ҫавӑн пекех ял ҫӗрӗнчи халӑх пурӑнакан вырӑнсенчи вырӑнти пĕлтерĕшлĕ ҫулсене аталантарассине тивӗҫтерме палӑртнӑ.

Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗ Владимир Осипов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тĕллевсене пурнӑҫласси кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 2020 ҫулта пурнăҫлама хĕн. Регионти тата вырӑнти  пĕлтерĕшлĕ ҫулсенчен 70 проценчӗ йӗркеллех мар. 109 кӗпер тата 67 сооружени юрăхсăра тухнă, 1000 ытла ялсем ҫирӗп сийлӗ автомобиль ҫулӗсем ҫук.

Асӑннӑ ыйтусене татса парас ӗҫе "Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ автомашина ҫулӗсем" наци проекчӗн шайӗнче, "Кӗперсемпе ҫул-йӗр" федераци проекчӗн шайӗнче, "Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси" федераци программи шайӗнче йĕркелесе пурнăҫа кĕртме палăртнă.

Транспорт комплексӗнчи тӗп тӗллев – пассажирсене транспорт тӗсӗсемпе пӗр чӑрмавсӑр турттарассине тивӗҫтересси. 2020 ҫулта федераци бюджетӗнчен Чӑваш Республикин электричество транспорчӗн паркне ҫӗнетме укҫа-тенкӗ уйӑрни парка (25 ҫул ытла эксплуатаци срокӗпе) 68 троллейбусран кая мар ҫӗнетме май парать.

 

Аэропорт комплексне юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн малашлӑхлӑ Екатеринбург, Сургут, Анапа  вӗҫевсен географине анлӑлатма палӑртнӑ.

"Стратегисем енӗпе тӑратнӑ докладсемшӗн ӗҫтешсене тав тӑватӑп. Эсир вӗсенче питӗ кирлӗ темӑсем ҫинчен каларӑр. Вӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑнине курсан, ҫакӑ мана питӗ лайӑх пек туйӑнать. Ҫав вӑхӑтрах пирӗн хӑш ҫул-йӗр аталантармалли, позицисене ӑҫта вӑйлатмаллине уҫҫӑн палӑрать. Чи кирли – эпир ӗҫсем тумалли уҫӑ программӑна йышăнатпăр", - палăртнă Олег Николаев.

Фоторепортаж



06 мая 2020
14:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter