Олег Николаев Чӑваш Енре "Пирӗн Ҫӗнтерӳ кунӗ" юрӑ марафонне старт пачӗ

Олег Николаев дал старт песенному марафону «Наш День Победы» в Чувашии Олег Николаев дал старт песенному марафону «Наш День Победы» в Чувашии Ҫакна вӑл кашни эрнере Чӑваш Енри районсемпе хуласен ертӳлĕхĕсемпе ирттернӗ канашлура хыпарланă.  Вӗсем клипа хаклакансенчен пӗрремӗшӗсем пулса тӑчӗҫ, унта кĕвĕ ушкăнĕсем чӑвашла "Ҫӗнтерӳ кунӗ" паллӑ юрра шӑрантарчӗҫ.

Аса илтеретпӗр, федерацин Атӑлҫи округӗнче "Пирӗн Ҫӗнтерӳ кунӗ" юрӑ марафонӗ уҫӑлчӗ. Вӑл Атăлҫи регионӗсен пӗр пысӑк халӑх коллективне пӗрлештерет. Музыка ансамблӗсем "Ҫӗнтерӳ кунӗ" ятлӑ чаплӑ юрра (  кĕвви Давид Тухмановăн,  сӑмахӗсем Владимир Харитоновăн)  хӑйсен наци чӗлхипе янратаҫҫĕ тата пӗр-пӗрне эстафетӑна параҫҫӗ.

Давид Тухмановпа Владимир Харитоновӑн  произведение Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн, "Соловушки" хорӗн, "Классикӑн" юрӑҫ капелӗн тата "Аса илсе пурăн" халӑх ансамблӗ, ҫавӑн пекех республикӑри паллӑ юрӑҫсем юрларӗҫ. Легендарлӑ юрра чӑвашла чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер куҫарнӑ.

"Халӗ Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенче Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ юрӑ марафонӗ пырать. "Ҫӗнтерӳ кунӗ" юрра Атăлҫи тăрăхне кĕрекен  регионсем наци чӗлхипе шӑрантараҫҫӗ. Ӗнер марафона Пенза облаҫĕ йышӑннӑ, ыран Киров облаҫне, паян вара Чӑваш Республикинче анлăн шăрантараҫҫĕ", – палӑртнă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.

Клипа пуш уйăхĕнче ӳкернĕ, кăшăлвирус пирки карантин пуҫланичченех. Чӑваш Енре ӳкернӗ клип телевидени эфирӗсенче, ҫавӑн пекех социаллӑ сетьсенче трансляцисем пулӗҫ.


Тӗплӗнрех



06 мая 2020
11:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter