Республикӑри ҫӳп-ҫап реформи "Донастройка" малалла пырать

«Донастройка» мусорной реформы в республике продолжаетсяҪу уйăхĕн 6-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче регионти коммуналлӑ хытӑ каяшсене тыткаламалли реформӑна пурнӑҫлас енӗпе ӗҫлӗ канашлу ирттернӗ. Тӗлпулӑва хутшӑнакансем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлесси ҫинчен ыйтусене сӳтсе явнă.

Олег Николаев коммуналлӑ каяшсене  пухса тирпейлессипе ҫыхăннă ыйтусене икӗ ведомствăна тĕрĕслесе тăма хушнă.  Сӑмахран, коммуналлӑ каяшсене пухас тата вӗсене тирпейлемелли вырӑна ҫитичченех  ыйтăва Чӑваш Республикин строительство, архитектура тата ЖКХ министерстви, каяшсене производствӑпа тыткаламалли сферӑна вара Чӑваш Ен ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министерствине тĕрĕслеве илме каланă.

"Ҫав хушӑрах коммуналлӑ хытӑ каяшсене тыткаламалли территори карттине, тариф килӗшӗвне пурнӑҫламалли тарифсене тата мониторингсене шута илмелли тӗп никӗс шутланать, ăна пӗр ведомство ертсе пырать, регионти операторпа тунӑ килӗшĕве вара тепӗр организаци алӑ пусать. Тӗпрен илсен, ҫакӑ пӗр алӑра пулмалла, ăна пĕр ведомство йĕркелесе тăратмалла. Пирӗн пӗр-пĕринпе килĕшсе ăнланса ĕҫлемелле, йĕркесĕрлĕх хуҫаланмалла мар», - асӑрхаттарнă Олег Николаев.

Канашлура ҫавӑн пекех «МВК  «Экоцентр» ТМЯО регионти операторпа хутшӑнса ӗҫлемелли пирки ыйтусене сӳтсе явнă.  

Палӑртса хӑваратпӑр: иртнӗ канашлу Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлаканăн канашлăвĕ хыҫҫӑн ҫӳп-ҫап реформине пурнӑҫлас енӗпе пуҫланнӑ ӗҫ малалла тӑсӑлнă.

"Ҫак канашлура операторпа Чӑваш Республикин икӗ субъекчӗ пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ нумай ыйту пулчĕ, йывăрлăх кăларса тăратаканнисем те сахал мар. Чылай ыйту ҫӳп-ҫапа уйрӑм пухас енӗпе, ҫав шутра экотехнопарка тӑвас ыйтусем те кун йĕркинчех тăнă. Паянхи канашлу вӑл-ҫӳп-ҫапа уйрӑм пухма пулӑшакан майсене, шӑпах тариф килӗшӗвӗ тата ӗҫ тарифӗ ҫӗнӗ форматра кăна тӑмалли пур факторсене, ҫав шутра ҫӳп-ҫапа уйрӑм пухма пулӑшакан майсене, шута илни. Пирӗн тӗллев паян патшалӑх влаҫӗн органӗсен малашнехи ӗҫӗсене туса пырасси пулнӑ. Тепӗр эрнерен ҫак ӗҫе регионти операторпа тата унпа ҫыхӑннӑ ытти тытӑмсемпе хутшӑнса малалла тӑсӑпӑр", - тесе сăмаха пĕтĕмлетсе каланă журналистсен ыйтăвĕсене хурав панă май Олег Николаев.



06 мая 2020
18:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter