Инспекторсене хӗненине Чӑваш Ен ертӳҫи те хурланӑ

Чӑваш Енри полицейскисен Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшра пурӑнакан ӳсӗр водителе тытса чарассишӗн пӑшалпа усӑ курма тивнине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Пӑтӑрмах Канаш районӗнче пулса иртнӗ. Ӳсӗр водитель тӗлӗшпе пакунлисем протокол ҫырма пуҫланӑ. Ҫав самантра вырӑна ҫамрӑксемлӗ икӗ машина пырса ларнӑ. Вӗсенчен пӗринче водителӗн ывӑлӗ пулнӑ. Ҫак ушкӑн протокол ҫырнине хирӗҫ пулнӑ. Ӳсӗр водитель вырӑнтан тарас тенӗ, анчах полицейски ҫула пӳлнӗ. Ҫав самантра водителӗн ывӑлӗпе тепӗр ҫамрӑк пакунли ҫине сиксе ӳкнӗ, тапса, ҫапса пӗтернӗ. Инспектора вӗсем ҫӗр ҫине ӳкернӗ. Водитель тата унӑн ывӑлӗ каллех тарма пӑхнӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсенчен пӗри ӗҫри пӑшалпа асӑрхаттармалла малтан сывлӑша пенӗ, унтан машина кустӑрмине персе шӑтарнӑ.

Ҫак пӑтӑрмаха пӗлсен Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хайӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Ӳсӗрле руль умне ларнине тата пакунлисемпе хирӗҫнине вӑл ырламан. Пуҫтахсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе епле тишкернине вӑл хӑй сӑнаса тӑма шантарнӑ.



https://www.chuvash.org/news/25002.html
06 мая 2020
10:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter