Канаш районӗнчи Шăхаcан ялӗнче Ҫӗнтерӗве 75 ҫул ҫитнине палăртса ҫӗнӗ парк уҫӑлать

К 75-летию Победы в селе Шихазаны Канашского района откроется новый паркҪу уйăхĕн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  Канаш районӗнче Шăхасан салинче Ҫӗнтерӳ паркне ҫитсе курнӑ. Вӑл унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫне хунă паттăр салтаксен палӑкӗ ҫумне чечексем хунă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса палăкпа юнашар "Асӑну стени" туса лартнӑ. Унта Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫынсен ячӗсене – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакансен , вӗсен сăнӳкерчĕкĕсене вырнаҫтарнă,  1945 ҫулхи ҫĕртме уйăхĕн 24-мӗшӗнчи Ҫӗнтерӳ кунӗнчи сӑнӳкерчӗкӗсене ӗмӗрлӗхе ҫирӗплетнӗ.

"Эпир хамӑр тăрăхра пурăнакансем патне ыйтупа тухрăмăр. Флешмоб йĕркелерĕмĕр. Кашни ҫын хăйсен ҫывăх ҫыннисем пирки сăнукерчĕксем илсе килме пултарчĕҫ.  Вĕсем хапăл тусах хутшăнчĕҫ мероприятине. Канаш районӗнчен фронта 12 971 ҫын тухса кайнӑ, 5625 ҫын таврӑнман. Шел пулин те, кунта сӑнӳкерчӗксен 30 проценчӗ кӑна, анчах вӑрҫӑсене хутшӑнакансен пурин ячӗсене тата хушамачӗсене ҫырса хунӑ", – пĕлтернĕ Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Степанов.

Парка Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалласа уҫăлать. Объекта "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси " федераци  проектне тӳр килтерсе халăхăн  пуҫаруллӑ бюджетӑн программине тĕпе хурса пурнăҫа кĕртнĕ.

"Район администрацийӗпе подрядчик хӑйсем ҫине илнӗ ĕҫе яваплăха туйса туллин пурнăҫланă. Ҫĕнтерӳ кунĕ тĕлне паллă пулăм пуласси куҫкĕретех. Халăха хисеплесе ҫак ĕҫе пурнăҫа кĕртнĕ.  Чи кирли, ҫакӑ наци проекчӗсемпе пĕтĕмпех ĕҫе кĕрсе пырать. Ҫĕршыв Президенчĕ чӗнсе каланипе тӳр килет.  Эпӗ Канаш районӗнче пурӑнакансем анчах мар, ҫавӑн пекех ытти кӳршĕллĕ районсемпе хуласенчен те ҫак парка пĕтĕм чун ыйтнипе килессе ĕненетĕп, вăрҫă паттăрĕсене ĕмĕр асра тытасса шанатăп. Пурсăмăра та ҫак пархатарлă ĕҫсем малашне ырă ĕҫсем тума хавхалантараҫҫĕ", – палӑртнă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн  тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.

 



07 мая 2020
17:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter