Олег Николаев ҫулталăкри 0,5 процентлă ялти ҫӑмӑллӑх ипотекине тивĕҫнĕ пĕрремĕш ҫемьене сертификат парса чысланă

Олег Николаев вручил первый сертификат по программе льготной сельской ипотеки под 0,5% годовых   Ҫу уйăхĕн 7-мӗшӗнче  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  Хӗрлӗ Чутай районĕнче ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă. Унта вăл «Коминтерн»   ЯХПК тăрăшакан Елена Галич оператора ҫăмăллăх мелĕпе илмелли ял ипотекин сертификатне парса чысланă.  Республика субсидине пула, асӑннӑ ипотекăн процент ставки пурĕ те 0,5 процентпа танлашать.  Ҫакнашкал пĕчĕк ставкăпа илекен пĕрремĕш ҫемье пулнă ку республикăра.  Кредит укҫипе Хĕрлĕ Чутай салинче ҫурт тата ҫĕр лаптăкĕ туянасшăн мăшăрсем.    

 Аса илтеретпӗр, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев пуҫарăвĕпе граждансен уйрăм категорисем валли ҫăмăллăхсем сахал мар йышăннă.  Нумай ачаллисем, социаллă сферăра тăрăшакансем, ял хуҫалăхĕнче вăй хуракансем шăпах та вăл пулăшусене тивĕҫеҫҫĕ.

 Ял ипотеки — 2020-2025 ҫулсенче "Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси" программӑн уйрӑлми пайӗ шутланать.

Олег Николаев республикӑра граждансене процент ставкине хушма пулӑшу парас тӗллеве пурнӑҫланине палӑртнă. Ҫакӑ ял ҫӗрӗнче пурӑнма тата ӗҫлеме хатӗр ҫынсемшӗн ҫăмăллăх ипотеки пулĕ. "Ялта ӗҫ суйласа илнӗшӗн тавтапуҫ. Эпир кредит ставкин шайне 3 процентран 0,5 процент таран чакартӑмӑр. Регион бюджетӗнчен ытти 2,5 проценчӗ сирӗншӗн банка куҫĕ, мӗншӗн тесен эсир ял хуҫалӑх сферинче  тăрăшакан сумлă ҫынсем, республикӑшӑн ҫаксем  пысӑк пӗлтерӗшлӗ", - тенӗ вӑл пулас ҫӗнӗ ҫурта куҫма хатĕрленекенсене.

Елена Галич хӑйӗн сăмахĕнче чи малтанах "Коминтерн" ЯХПК ертӳҫи пулӑшни ҫинчен каласа панă.  Пĕрне-пĕри ăнланса, май килнĕ таран ялан витĕм кӳнине асăннă. Россельхозбанкра илнӗ кредит укҫи-тенкипе ҫемье ҫурт туянать. "Россельхозбанкри ипотекӑн условийӗсем питĕ лайăх, субсидие пула вара пирӗн ҫӗнӗ ҫурт-йӗр ҫавӑрма укҫа ытларах пулать. Ялта тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи пур пирӗн, малашне аталанса пыма плансем тӑвӑпӑр", - савӑннине пытармасăр пĕлтернĕ Елена. Вӑл республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлаканăн пуҫаруллă ĕҫне, пысăк пулӑшӑвне пархатарлӑ тесе палӑртнă.

"Россельхозбанк" АО регионти филиал Чӑваш Енре пурӑнакансене ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека кредитне 150 миллион тенкӗ парса тивĕҫтернĕ, пӑхса тухнӑ тата 700-е яхӑн заявка пур, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 1 млрд танлашать.

 

Фоторепортаж



07 мая 2020
14:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter