Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Радио кунӗ ячӗпе саламлани

Ҫыхӑнупа электронлӑ массӑллӑ информаци отраслӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе – Радио кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

 Ҫак пулӑм  телекуравпа радиовещани ӗҫченӗсен, радио юратакансен уявӗ. Яланах ҫӗннине шыракансене, итлекенсемпе куракансене чун ӑшшине парнелекенсене пула эпир хамӑр тӑвансемпе, тус-юлташсемпе тата ӗҫтешсемпе тӑтӑшах хутшӑнатпӑр.

Чӑваш Республикинче чи малта пыракан цифрӑпа информаци технологийӗсем анлӑ сарӑлнине тата аталаннине палӑртма питĕ кӑмӑллӑ! Регионӑн электронлӑ коммуникацийӗсен сферинче чӑн-чӑн профессионалсем, яваплӑ тата пултаруллӑ ҫынсем вӑй хураҫҫӗ.

Сирӗн тӳрӗ кăмăлпа пурнӑҫлакан ӗҫӗр, пысӑк ӑсталӑхӑр тата хӑвӑр ӗҫӗре чунтан парӑнни чӗререн тухакан  тав сӑмахӗсене тивӗҫлӗ.

 Сире пӗтӗм чунтан ытларах ырӑ хыпарсем, пархатарлӑ итлекенсене, пултарулӑхра вара ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, ырлăх-сывлӑх тата шанчӑклӑ та кӑлтӑксӑр ҫыхӑну сунатӑп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн

тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан                                        Олег Николаев



07 мая 2020
08:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter