Республикăн адреслӑ инвестици программине пурнӑҫлама чи пĕлтерĕшлисене палăртĕҫ

В реализации республиканской адресной инвестиционной программы расставят приоритетыҪакӑн пек йышӑнӑва ҫу уйăхĕн 8-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаевӑн канашлӑвӗнче йышӑннӑ.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн  ҫумĕ - Чӑваш Республикин финанс министрӗн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан  Михаил Ноздряков палӑртнӑ тӑрӑх, ака уйăхĕнче уйӑхӗнче коронавирус алхаснă тапхăрта республика бюджечӗн хӑйӗн тупӑшӗсене палӑрмаллах чакарни сисĕннине палăртнă. Унсӑр пуҫне пысӑк суммӑсем Чӑваш Республикин резерв фондӗнчен  сахал мар тăкакланать тенĕ вăл.

«Пирӗн тӗллев паян - ҫӗнӗ объектсене тăвасси пирки приоритетсене палăртмалла, ҫавӑн пекех пирӗн коронавирус  инфекцийӗпе ҫыхӑннӑ тӑкаксене оптимизаци тӗлӗшӗнчен тӗрӗс йышӑну тумалла", – палӑртнă Олег Николаев. Ҫав хушӑрах Вӑл Раҫҫей Президенчӗн, ҫынсен пурнӑҫ условийӗсене чӑн улшӑнусем кӗртес енӗпе, тĕллевсене пурнӑҫламаллине палӑртнӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан йышӑнӑвӗ тӑрӑх республикӑри адреслӑ инвестици программин объекчӗсене приоритизацилени пурнӑҫланать. Вӗсене виҫӗ ушкӑна уйӑраҫҫӗ. Чи малтан федераци куҫарса паракан хушма укҫапа тата пуҫаруллӑ бюджет бюджечӗн тăкакланакан проектсем пурнăҫа кĕресси те паллă.

Канашлура ҫивӗч ыйтусен пӗр пайне сӳтсе явнă. Сӑмахран, Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствин пĕлтернĕ тăрă, кӑҫал ҫичӗ ача сачĕн строительство ĕҫĕ пуҫланмалла, вӗсене тума проекта хальлĕхе экспертиза кăларман-ха. Ҫав шутра Элӗк, Куславкка, Ҫӗрпӳ тата Шупашкарти тӑватӑ объект шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсем.

Чӑваш Ен Спорт министерстви палӑртнӑ тӑрӑх проектпа-смета экспертиза  тухайманнине кура,а ҫичӗ объект вăраха юлса пурнăҫланасси сисĕнет. Ҫакӑ Ҫӗнӗ Шупашкарти спортпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс тата компрессор станцине юсаса ҫӗнетесси, футбол уйӗсене Куславккара, Муркашра, Вӑрмарта тата Шупашкар районӗсенче тата Сӗнтӗрвӑрринче анлӑ профильлĕ уҫӑ стадионне юсаса ҫӗнетесси те.

2020 ҫулта республикӑн адреслӑ инвестици программин объекчӗсене (РАИП) финанс валли 4 828,8 млн бюджет инвестицийӗсем, ҫав шутра Чӑваш Республикин республика бюджечӗн укҫи – тенки - 2 311,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

РАИП шайӗнче 2020 ҫул валли 75 объект (юсаса ҫӗнетесси) тума палӑртнӑ (вӗсенчен: куҫса ҫӳрекен – 24 объект, ҫӗнӗ – 51 объект) тата ытти те.

Фоторепортаж



08 мая 2020
14:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter