Олег Николаев республикӑри районсенче ҫураки ĕҫĕсемпе паллашнă

Олег Николаев проинспектировал посевную в районах республикиҪу уйăхĕн 7-мӗшӗнче республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев регионти районсенче пулнă, ҫурхи уй-жир ĕҫĕсемпе паллашнă.

Шупашкар районӗнчи "Прогресс"  АХО ӗҫӗ пӗр кун та чарӑнмасть. Пӗтӗм республикӑри пекех, кунта  ҫурхи тыр-пул тата пӗрчӗллӗ культурӑсем акса хăварассипе тăрăшаҫҫĕ специалистсем, пурĕ  210 га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче ĕҫсене тирпейлесе пыма та ĕлкĕрнĕ.

"Тырпул вӑрлӑхне ҫителĕклĕ таран хатĕрленĕ. Кирлӗ калӑпӑшра ГСМ, удобрени, техника тата вăрлăхсем пур. Тӑпра лайӑх нӳрленнӗ.  Ака уйăхĕнче ҫумӑр питӗ пулӑшрӗ", - пӗлтернĕ хуҫалӑх ертӳҫи Сергей Ванюшкин. Аталанса пыракан хуҫалӑх малашлӑхра хушма лаптӑксем йӗркелеме хатӗр. Олег Николаев ку ыйтупа пулӑшма сӑмах панă.

Республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Хӗрлӗ Чутай районӗнчи "Коминтерн" ЯХПКра пулнӑ. Кооператив ертӳҫи Альбина Новикова ҫуракине ӑнӑҫлӑ ирттерме мӗн кирли пурне те пур тесе хыпарланă, агротехника срокӗсене пурнӑҫланине пĕлтернĕ. "Механизаторсем ҫителӗклӗ. Пирӗн пата ҫамрӑксем хаваспах ӗҫлеме килеҫҫӗ", - тенĕ вӑл.  Хуҫалăх туллин хальхи пурнăҫпа килĕшсе, пысăк технологи витĕмлĕхĕпе ĕҫлесе пырать тенĕ вăл сăмаха ҫавăрнă май.

 Чылай ҫул "Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ" АО республикӑри чи лайӑх предприятисен йышне кӗрет, унта та Олег Николаев пулнӑ. Вӑл хуҫалӑхра уй-хир, выльӑх-чӗрлӗх комплексне кайса курнӑ. Ҫураки тӗш тырӑ культурисене 1160 г план ҫинче йӗркеленӗ. "Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ" АО генеральнӑй директорӗ Николай Аливанов комбинат ӗҫченӗсем ӗҫ укҫипе тата ӗҫ условийӗсемпе кӑмӑллӑ пулнине палӑртнă. Кунта ҫывӑхри районсенчен те ӗҫлеме килеҫҫӗ. Республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан ял ҫыннисене ялти ипотекӑна субсидилесси ҫинчен каласа панă, ҫакӑ вӗсене пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума тата ӗҫ вырӑнӗнче тӗпленме май панине палӑртнă.

 Ака ĕҫĕсем Йӗпреҫ районӗнче те хĕрӳ пыраҫҫĕ. Олег Николаев "Красный партизан" колхоз ĕҫĕпе паллашнă. Колхоз председателӗ Николай Иванов ҫурхи ĕҫсем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.

Кӗрхи тырӑсем "Агрофирма "  "Пионер",  ТМЯО уйӗсенче те савӑнтараҫҫӗ, унта та республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев пулнӑ. Агрофирма ертӳҫи Николай Николаев ҫак ҫӗрсене темиҫе ҫул каялла сухаламан тесе палӑртнӑ. Халӗ вара удобрени акса ҫӗр тухӑҫлӑхне ӳстерме май килчĕ тенĕ вăл. Агрофирмӑна аталантарма сахал мар укҫа-тенкӗ хывнӑ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсен хушшинче хуҫалӑх кӗске вăхăтра малта пыракансен шутĕнче пулса тăчĕ. Хальхи техника туяннӑ, тыр-пул упрамалли складсем тунӑ.

Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Горбунов, муниципалитет аграрийӗсем патшалӑх пулӑшӑвӗпе хастарлӑн усӑ курнине пĕлтернĕ.

Ҫанталӑк май парсан ҫураки - уй-хир ӗҫӗсене ҫитес икӗ эрнере вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ.

Ҫӗрпӳ районӗнчи "ВДС"  ТМЯО  ҫурхи ĕҫсене ҫак кунсенче вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ. Кунта вӑтамран 400 гектар ҫĕр лаптăкĕ ҫинче тыр-пула акнӑ. Ял хуҫалӑх культурисене туса илмелли техника ҫӗнӗ тесе каласа панă Олег Николаева хуҫалӑх ертӳҫи Анатолий Федоров.

 

Олег Николаев журналистсене кĕскен ҫул-ҫӳрев  пирки каласа панă. "Эпир паян малта пыракан хуҫалӑхсене пултăмăр. Ӗҫе тухӑҫлӑ йӗркеленӗ. Кирлӗ объектсем, ҫав шутра фермӑсем, ял хуҫалӑх продукцийӗсене тирпейлемелли объектсем тӑвас енӗпе плансем нумай. Пирӗн тӗллев-ҫӗнӗ производствӑсем тӑвасси. Ку вара-ял ҫыннисемшӗн тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи. Паян ҫамрӑксене ял территорине ӗҫлеме тата пурӑнмалли вырӑн суйласа илме мӗнле хавхалантарасси ҫинчен те калаҫрӗҫ. Эпир программӑсем мӗнле ӗҫленине сӳтсе яврӑмӑр», - палӑртнă республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан. 

Фоторепортаж 1 

Фоторепортаж 2

Фоторепортаж 3


 



08 мая 2020
12:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter