Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлани

Врио Главы Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем ПобедыХаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлатӑп!

Пирӗн ҫӗршывшӑн уйрӑмах паллӑ ҫак кун уяв кӑна мар, вӑл паттӑрсене асӑнмалли, вӑрҫа хутшӑннисемпе тыл ӗҫченӗсен калама ҫук пысӑк паттӑрлӑхӗшӗн чунтан тав тумалли кун та шутланать.

Эпир ҫакна пурте лайӑх пӗлсе тӑратпӑр: «Раҫҫейре кашни ҫемьех хӑйӗн геройне чыслӑн асра упрать». Эпӗ «Пӗрле мӑнаҫланатпӑр» акцие хутшӑнса хӑйӗн ҫемйинчи паттӑрсен историне каласа панӑ Чӑваш Енре пурӑнакансене пурне те тав тӑватӑп. Ҫав летопиҫе эпир сирӗнпе пӗрле малалла та йӗркеллӗн ҫырса пырӑпӑр.

Ҫӗр ҫинчи тӑнӑҫлӑха мӗн хакпа ҫӗнсе илнине, аслӑ ӑру ҫыннисем фронтра тата тылра, хаяр та юнлӑ ҫапӑҫусенче, ҫӗнӗ хӳтӗлев чиккисене тунӑ вӑхӑтра, заводсенче тата уй-хирте ӗҫленӗ чухне мӗнлерех йывӑрлӑхсене чӑтса ирттернине эпир яланах асра тытӑпӑр.

Хисеплӗ ветерансем! Сире чӑтӑмлӑхӑрпа хӑюлӑхӑр­шӑн, хӑвӑра шеллеменшӗн, Тӑван ҫӗршывӑн ҫапӑҫури тата ӗҫри мухтавлӑ йӑли-йӗркисене чыслӑн упраса тата пуянлатса пынӑшӑн тайма пуҫ.

Хаклӑ ентешӗмӗрсем, паянхи ҫутӑ та сӑваплӑ кун эпӗ сире ҫирӗп сывлӑхпа мӗнпур лайӑххине, ырлӑх тата тӑнӑҫ пурнӑҫ сунатӑп! Уяв ячӗпе! 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан                                Олег Николаев



09 мая 2020
07:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter