Олег Николаев Чӑваш Енре 2021-мĕш ҫула Сăрпа Хусанти оборона чиккисене тӑвакансен ӗҫ паттӑрлӑхне халалласа пӗлтернӗ

Олег Николаев объявил 2021 год в Чувашии Годом, посвященным трудовому подвигу строителей Сурского и Казанского оборонительных рубежей   Тивӗҫлӗ указа паян  регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  ҫу уйăхĕн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнтерӳ кунӗнче алӑ пуснӑ.

2021 ҫулта Сăр рубежĕпе Хусан оборонин чиккисене тума тытӑннӑранпа 80 ҫул ҫитет. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне ҫак паллă куна асăнса йĕркелӳ комитетне йышăнма тата ĕҫ планне хатĕрлеме хушнă регион ертӳҫи.

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене, предприятисене тата организацисене пулас мероприятисене хастар хутшӑнма, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче мĕнпур ĕҫсем пирки анлă та тĕплĕ ҫутатса пама сĕннĕ.  Шăпах та, ҫӳлерех палăртнă ҫул пирки тĕрлĕ мероприятисем час-часах йĕркелесе пыма та каланă.

"Ҫакӑ питӗ пысӑк мероприяти ĕҫĕсен пуҫламăшĕ кăна. . Чӑваш Енре Сӑр оборона рубежне тата Хусан обводне тумалли темӑна патшалӑх статусне парĕҫ, ун ҫинчен асӑнмалӑх та ӗмӗр-ӗмӗре юлӗҫ. Пирӗн  тивĕҫ – тылри паттӑрлӑха ӗмӗрлӗхех упрасси", - пӗлтернĕ  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн  тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.

Кĕскен:

Паттӑрсен ячĕсем яланах пулмалла. Чăваш Енре Сăр юханшывĕ хĕрринче окоп чавнă. Хӳтĕлев рубежĕн линине (каярахпа ăна «Сăр рубежĕ» тенĕ) 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче, нимĕçсем Мускав çывăхĕнче тăнă чухне, тума тытăннă. Ҫакӑн пек пысӑк ӗҫе кӗске вӑхӑтра тунӑ, ӑна Шупашкар ГЭСĕ, Химпром строительство ĕҫĕсемпе те танлаштарма май ҫук. Ҫулталӑк хушшинче Шупашкар ГЭСне тунӑ чухнехи пекех ҫӗр чавнӑ. 



09 мая 2020
14:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter