Олег Николаев «Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмĕ» Мухтав Монуменчӗ умне чечексем хунă

Олег Николаев возложил цветы к Вечному огню у Монумента Славы"Коронавирус ҫĕршывра алхаснине пăхмасăрах, тӑван ҫӗр ирӗклӗхне сыхласа хӑварнисене асра тытса, хӑйсен пурнӑҫне шеллемесĕр, тăшмана хирĕҫ кĕрешсе пире мирлĕ пурнăҫ  Ҫĕнтерӳ парнелекенсене асăнса паян палăк умне чĕрĕ чечексем хума йышăну турăмăр», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев

Паянхи ҫутӑ та сӑваплӑ кун эпӗ сире ҫирӗп сывлӑхпа мӗнпур лайӑххине, ырлӑх тата тӑнӑҫ пурнӑҫ сунатӑп! Уяв ячӗпе тенӗ вӑл.

Паян мероприятине коронавируса хирĕҫ йышăннă мĕнпур ҫирĕп мерăсене пăхăнса, хăйне евĕр форматпа йĕркелесе ирттернĕ.

Регион  Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаевпа пĕрле федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров «Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмĕ» Мухтав Монуменчӗ умне чечексем хунă.

Вĕсемпе пĕрле ҫакăн пекех Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн представителӗсем, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачĕсем, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕсем, Шупашкар хулин ертӳлĕхĕ, Афганистан тата Ҫурҫӗр Кавказра хĕрӳ ҫапăҫусене хутшӑнаканнă ветерансем пулнă.



09 мая 2020
10:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter