Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Владимирович Путин Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаева тата республикӑра пурӑнакансене Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланă

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Владимирович Путин Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаева тата республикӑра пурӑнакансене Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланă.

"Ҫак пирӗн ҫӗршывӑмӑршӑн, кашни ҫемьешӗн сӑваплӑ та паллă кун эпир вӑхӑтпа ӑрусен иксӗлми ҫыхӑнӑвне питӗ уҫҫӑн туятпӑр. Аслӑ  Ҫĕнтерĕве мӗнлерех хакпа ҫӗнсе илнине яланах асра тытӑпӑр. Шалти вӑй-хӑвата тата тивӗҫлӗхе упраса хӑварнӑ паттӑрсен  пархатарлă та паттӑр ĕҫĕсемпе мухтанӑпӑр. Вӗсен ӗҫӗсем, иксӗлми вăй-хăвачĕ –  пурсăмăршăн та кирек хӑҫан та тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ", – тесе ҫырнă салам йĕркисенче ҫĕршыв Ертӳҫи.

Республика Пуҫлӑхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакана  Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин та ăшшăн саламланă: "Майӑн 9-мӗшӗ -сӑваплӑ уяв. Уяв - Ҫӗнтерӳ савӑнӑҫӗ те, ҫухату хурлӑхӗ те, Тӑван ҫӗршывшӑн мӑнаҫланни те, Тӑван ҫӗршыва виҫесӗр юратни те. Пирӗн халӑха йывӑр, хакла ларчӗ пӗтӗмӗшле Ҫӗнтерӳ, ҫак уява паллă туман ҫын Раҫҫейре ҫук. Вӑрҫӑ кашнинех пырса тивнӗ, кашни ҫемьере вӑрҫӑ ҫулӗсен хӑрушӑ пулӑмӗсене, пирӗн ҫӗршыв чӑтса ирттернӗ йывӑрлӑхсем ҫинчен асаилӳсене ĕмĕр упраҫҫӗ.

Паттăр салтаксен, тылра ӗҫленӗ ҫынсен, фашизма ҫапса аркатнӑ миллион-миллион ҫынна пӗрлештерекен паттӑрлӑх ӑруран ӑрӑва куҫать. Вӗсен хӑюлӑхӗ, пӗрлӗхӗ, иксӗлми сывлӑшӗ, Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑнни пирӗншӗн пурсиншӗн те тӗслӗх пулса тӑрӗ.

Сире ҫирӗп  сывлӑх, Раҫҫей ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫре ҫитӗнӳсем сунатӑп. Тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх Сире.

Олег Николаев ячӗпе Федерацин субъекчӗсен, федераци тата республикӑри ведомствӑсен, районсен тата хуласен пуҫлӑхӗсенчен саламласем килсех пыраҫҫĕ.



09 мая 2020
07:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter