Йăлари хытă каяшсемшĕн пуҫтарăнакан укҫа-тенкĕ пирки ыйтăва ҫирĕп пăхса тухнă Олег Николаев

Паян, ҫĕртме  уйăхĕн1-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  кашни эрнере ирттерекен канашлура ҫӗр лаптӑкӗсем тӑрӑх кăна, хуралтӑсем ҫук ҫӗрте, йăлари хытă каяшсемшĕн пуҫтарăнакан йĕркене тĕплĕн тишкерме каланă. Ҫынсем пурăнмаҫҫĕ пулсан, вăл ҫуртсенчен йăлари хытă каяшсемшĕн укҫа пухассине  пăрахăҫламалла. Регион ертӳҫи патне тăтăшах районсемпе хуласенче пурăнакансем ҫырупа тухаҫҫĕ, ыйтăва уҫăмлатма сĕнеҫҫĕ, пулăшу ыйтаҫҫĕ. 

Чӑваш Ен  Ҫутҫанталăк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ республикӑра нумай хутлӑ хваттерсенче тата уйрӑм пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑрӑх шутласа  тухнă хыҫҫăн, республикăра 10 пин объектра никам та  пурăнмасть имĕш.

Ҫитменнине, регион операторӗ нормӑсем ҫук тесе ҫине тӑрать, халăхран пур-пĕрех укҫа-тенкĕ пухать.

"Регионти оператор вӑл - Чӑваш Республикинче Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗнчи пек туса хунӑ практикӑна пурнӑҫлакан регионти организаци. Регионти оператор мӗн туни пурте Чӑваш Республикин йышӑнӑвӗсем евӗрлӗ пулмалла. Регионти оператор хӑй ирӗкӗпе хӑтланать пулсан, Прокуратурӑна, Роспотребнадзора е Федераци антимонополь службине хыпарсене ярса памалла, лару-тӑрӑва тӳрлетес енӗпе кирлӗ мерӑсем йышӑнмалла", - тенĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев, ҫурт-йӗр лартман ҫӗр лаптӑкӗсем тӑрӑх кăна илекен тӳлеве васкавлӑн прахăҫлама хушнă.

Ҫĕр лаптăкĕ кăна пурри ҫителĕксĕр, ҫурт пулмалла тата унта кам та пулин пропискăра тăмалла, вара тин йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлес ĕҫшĕн укҫа пуҫтарма ирĕк пур.



01 июня 2020
16:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter