Пӗтӗм тӗнчери Ачасене хӳтӗлемелли кун Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкарта пурăнакан ҫемьене хисеп наградипе чысланă

В Международный день защиты детей Олег Николаев наградил семью из Новочебоксарска

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Пĕтĕм тĕнчери Ачасене хӳтĕлемелли кун нумай ачаллă Шишовсен ҫемйипе видео-ҫыхăнăва тухнă.  Вĕсемпе чун-чĕререн ăшшăн калаҫнă. Палăртнă мăшăр пурĕ ҫичĕ ача пăхса ҫитĕнтерет. Хальхи вăхăтра саккăрмĕш пепкене кĕтеҫҫĕ.  Телейлĕ мăшăр пурĕ 17 ҫул шăкăл-шăкăл килĕштерсе  пурăнать. 

«Пĕтĕм тĕнчери Ачасене хӳтĕлемелли кун сире чун-чĕререн ăшшăн саламлатăп.  Ачасем – пирĕн телей. Вӗсен ăшă кулли кил-ҫурта тултарать, пуласлăхра тата та хавхаланса ĕҫлеме витĕм кӳрет.  Чун-чĕрене хаваслăн тапма пулăшать.  Ҫемье – общество тĕрекĕ. Ачасем шăпах та ҫемьере ҫĕршывшăн юрăхлă ҫынсем пулса ҫитĕнеҫҫĕ. Эсир хăвăрăн паха та ырă тĕслĕхӗрпе ыттисене епле пурăнмаллине кăтартса пыратăр.  Пурнăҫăн кашни вăхăтне усăллă ирттерме те вĕрентетĕр. Пирӗн пурнӑҫа ача-пӑча кулли телейлӗ кăмăл-туйăмпа илем кӳччӗр», - тесе уйрăммăн палăртса каланă Олег Николаев.  

"Кашни ача кун ҫути курсанах, хушма вăй-хăват ҫĕкленет. Эпир тата та вăйланса пыратпăр. Хамӑр вӑйсене пӗрлештеретпӗр, ун чухне йывăрлăх та ҫăмăлланса пырать", - палӑртнă нумай ача ашшĕ Сергей Шишов.

Уяв ячĕпе  Сергей тата Ольга Шишовсене регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Чăваш автономине 100 ҫул ҫитнине халалланă  медале видео-ҫыхăнура парнеленĕ.  Сумлă ентешĕмĕрсене хисепе тивĕҫнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă,   ырлăх-сывлăх, юрату, телей суннă. 

Палӑртса хӑварар, Шишовсем кӑҫал "Ҫулталӑк ҫемйи" республика конкурсӗнче ҫӗнтернĕ, кӗркунне вара вĕсем Чӑваш Ен чысне Пӗтӗм Раҫҫей шайĕнче хӳтĕлĕҫ.

 

Фоторепортаж



01 июня 2020
18:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter