Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли кун ячĕпе саламлани

Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!

Сире Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли кун ячĕпе саламлатӑп!

Ачалӑх вӑл – ҫунатлӑ ӗмӗт-шухăш, вӑйӑсемпе савӑнӑҫ тӗнчи, унпа пӗр­лех вӗренӳ тата аталану вӑхӑчӗ. Пирӗн ачасем мӗн пӗчӗкрен ӑшӑлăх, ырлӑх, юрату тата тимлӗх пархатарне туйнинчен вӗсен малашлӑхӗ мӗнлерех пуласси килет, апла пулсан, Чӑваш Ен пуласлӑхӗ те.

Пирӗн, аслисен, республикӑра пурӑнакан ачасен ачалăхĕ савӑнӑҫлӑ пултӑр тесен хамăртан мӗн кирлине пурне те тумалла. Ҫавна тӑвас тесен патшалӑхпа бизнес-пӗрлӗхӗн, общество организацийӗсен тата ҫитӗнекен ӑрăвăн ăраскалĕшĕн  тăрăшакансен пӗрлешсе ӗҫлемелле.

Пирӗн пӗтӗмӗшле тӗллев – ачасен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшасси, вӗсене вӗренме, воспитани пама, канма, спорт тата пултарулӑх вӑй-хӑватне аталан­тарма кирлӗ условисем туса парасси.

Пирӗн пурнӑҫа ача-пӑча кулли телейлӗ кăмăл-туйăмпа илем кӳччӗр!  Пурне те тӑнӑҫлӑх, мӗнпур ыррине сунатӑп, ачасене вара  – кăсăклă кану тата ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсене пурнăҫа кĕртме сĕнетĕп!

 

Чӑваш Республикин

Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан                 Олег Николаев

 



01 июня 2020
07:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter