Шыва кĕмелли вырăн хăрушсăр пулмалла
Кăçал Чăваш Енре 13 пляж тата шыва кĕме ятарласа хатĕрленĕ 86 вырăн уçма палăртаççĕ. Пур муниципалитетра та ăшă çанталăкра чăмпăлтатмалли хăрушсăр вырăн пулмалла. Çак ĕçе пур ял тăрăхĕнче те йĕркелесен тата та лайăх пулмаллине каларĕç Республика правительствин тунтикунсерен иртекен ларăвĕнче.