Чăваш Енри районсенче обществăлла вырăнсене дезинфекци тума пулăшупа тивĕҫтерĕҫ

Районам Чувашии помогут с дезинфекцией общественных местРегион Правительстви муниципалитетсенчи халăх йышлă пухăнакан вырăнсене, нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнчи территорисене, обществăлла транспортсене коронавирусран асăрханас тĕллевпе дезинфекци тумалли ятарлă хатĕрсемпе тивĕҫтерме, ăна валли кирлĕ пек виҫепе укҫа-тенкĕ куҫарса парать.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче районсене валли мĕн чухлĕ хатĕр кирлĕ пулассине тишкерсе тухма хушнă.  Чăваш Республикин Правительствин вице-премьерĕ Алла Салаева ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе Хĕрлĕ Чутай районĕнче пулнă май кун пирки хыпара пĕлтернĕ.  Палăртса хăваратпăр, регионти оперативлă штабăн пайташĕсем кулленех регионти муниципалитет пĕрлешĕвĕсене ҫитсе килеҫҫĕ, унти лару-тăрупа паллашаҫҫĕ.  Регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан хушăвне тĕпе хурса, нумай хваттерлĕ ҫуртсенче, подьездсенче кулленех ятарлă шĕвексемпе усал чиртен асăрханса дезинфекци тусах тăраҫҫĕ. Хими препарачĕсене туянасси пирки хĕрлĕ Чутайра коронавируса  хирĕҫ кĕрешессипе йыăшннă оперативлă штабăн ĕҫлĕ канашлăвĕнче те ыйтăва тарăн тишкерсе пăхса тухнă.    

«Хальхи вăхăтра районсенче кирлĕ пек хыпарсене пухатпăр.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан пуҫарăвĕпе килĕшӳллĕн, муниципалитетсене валли дезинфекци тума хими препарачĕсем валли укҫа-тенкĕ пăхса хăварма йышăнăва тишкереҫҫĕ.  Эпир пĕлсех тăратпăр, районсенче ĕҫлекен управляющий компанисен вăл ĕҫе тĕпрен пурнăҫлама укҫа-тенкĕ ҫитменнине, тепĕр тесен, ресурс хăвачĕ те сахалтарах», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Алла Салаева.

Маларахри тапхăрта Етĕрне районне дезинфекци ĕҫне пурнăҫлама бюджетран 500 пин тенкĕ уйăрнă.  Асăнса хăваратпăр, Вăл районта усал чирпе аптракансен йышĕ ыттисемпе танлаштарсан самай пысăк.   Вĕсенчен кăштах сахалтарах Шăмăршă районĕнче, хыҫҫăн вара Хĕрлĕ Чутайсем. Апла пулсан, уйрăмах ҫак районсенче питĕ асăрхануллă пулмалла, тимлĕхе самантлăха та ҫухатма юрамасть тесе чĕнсе каланă ертӳҫĕсем.  



10 июня 2020
09:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter