Олег Николаев хушнипе массӑллӑ дезинфекци ирттерӗҫ тата медицина статистикине пурнӑҫлӗҫ

По поручению Олега Николаева проведут массовую дезинфекцию и проанализируют медицинскую статистикуЧӑваш Енре COVID-19 чирĕпе аптракансене валли сиплев учрежденийĕсенче ҫителĕкĕ вырăн, пур-пĕрех  ирĕклĕ вырăн сахал имĕш. Енчен кăтартăва илес пулсан, вăл 51 процент пулмалла пулсан, регионта 31 процентпа танлашать.  ИВЛ аппарачĕпе пурĕ регионта 28 ҫын сывалать.  Кăтарту ҫакăн пек пулни ĕнтĕ, шăпах та, ҫирĕплĕх йĕркине пăрахăҫлама чарса тăрать те. Халăх чирпе аптрани куҫкĕретех, ҫакнах кăтартусем те ҫирĕплетсе параҫҫĕ.  

Паян оперативлă штабăн кулленхи ларăвĕ иртнĕ. Кунта шăпах та, ҫак кăтартусем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.  

"Республикӑра  усал амак чирĕ пуҫланнăранпа та  чирлекенсен шучĕ 32-33 ҫынран ытлашши пĕрре те пулман.   Ҫав хушӑрах стационарта паянхи кун 1400 ҫын ытла. Ӗҫтешсем, статистика тӗпченӗ чухне пӗр регионта та эпӗ кун пеккине курман", - тесе асӑрхаттарнă регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Олег Николаев Чӑваш Ен сывлӑх сыхлавӗн министрне Владимир Степанова ҫак кӑткӑс лару-тӑрӑва тишкерме тата медицина организацийӗсем валли методика сĕнĕвĕсене мӗнле тытса пынине тӗрӗслесе пӑхма хушнă.

"Сӑмахран, влаҫ органӗсенче ӗҫлекен ҫынсенчен чылайăшĕ ҫак амакпа тĕл пулни вӑрттӑнлӑх мар, ҫак чире тӳссе ирттернӗ. Анчах, ман шутпа,  вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем кăна сиплев учрежденийĕсенче выртнă", -  тесе асăннă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.

"Эпир сирӗнпе койкӑсен шучӗ нумайланса пырасси ҫинчен йышӑну тӑватпӑр, анчах пӗр-икӗ кунранах вӗсем тулса та пыраҫҫĕ, халăх чирленĕ шучĕ ӳсет", - палӑртнă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.

Ҫавӑн пекех вӑл лаборатори ӗҫне йӗркелеме тата коронавирус енĕпе анализсем кӗтмелли тапхăра кăштах та пулин кĕскетме ыйтнă. Ҫак ӗҫе Чӑваш Ен Сывлăх сыхлавĕн министерствипе пĕрле Роспотребнадзор Управленийӗнче тăрăшакансене пысăк тимлĕх уйăрма хушнă.

"Социаллӑ сетьсенче час-часах вуласа пĕлетĕп, анализ тумалли тапхăр ҫичĕ кунран та иртсе каять имĕш. Ҫакна манӑн ӗҫтешӗм те, чире тӳссе ирттернӗ Сергей Николаевич Лекарев та ҫирӗплетрӗ. Вӑл анализ панӑ, ун хыҫҫăн тата ултӑ кун больницӑра пулнӑ, хӑйне ӗҫе тухма ирӗк панине кӗтнӗ. Урӑхла каласан, ултӑ кун хушши вӑл сывă  ҫын, хӑйӗн результачӗсене кӗтсе ларнă", - тенĕ сăмаха малалла тăсса регион  Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Олег Николаев хушнипе ҫак эрнере, ҫитес канмалли кунсенче, пӗтӗм республикипе халӑх пурӑнакан вырӑнсен инфратытӑмӗн тата уҫӑ вырӑнсен объекчӗсене, ҫавӑн пекех нумай хваттерлӗ пурӑнмалли ҫуртсемпе пӗтӗмӗшле усӑ курмалли вырӑнсене массӑллӑ дезинфекци ирттерӗҫ.

"Халӑх мӗн шухӑшланине эпир пурте илтетпӗр. Ҫынсем  ятарлă отрасльсене уҫма ыйтаҫҫӗ. Апла пулсан, пурин те пĕрле яваплăха туйса ĕҫлемелле. Тен ун чухне лару-тăру ырă енне куҫĕ", – пӗтӗмлетнĕ калаҫăва вӑл.

Ларура паян ҫавӑн пекех ҫитес уяв кунӗсенче мероприятисене ирттересси ҫинчен калакан ыйтӑва - мероприятисем ирттересси ҫинчен те ҫӗкленĕ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри Управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская массӑллӑ мероприятисене май килнӗ таран чакарма тата вӗсенчен нумайӑшне онлайн-режима куҫма сӗннӗ. "Официаллӑ мероприятисем, паллах, пулччӑр, анчах йышлӑн пухăнмасăр. Унта должноҫри ҫынсен кӑна пулмалла», – тенĕ сăмаха хушса тӗп санитари врачӗ.



10 июня 2020
17:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter