Чăваш Республикин ҫут ҫанталăк министерствине экотуризма аталантарас ыйту ҫине тимлĕх уйăрма хушнă Олег Николаев

Олег Николаев поручил Минприроды Чувашии заняться развитием экотуризмаҪĕртме уйăхĕн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвне ирттернӗ. Республика ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем хатӗрленӗ хăш-пĕр документ проекчӗсене пӑхса тухнӑ.

Чӑваш Ен Правительстви Чӑваш автономи облаҫне йĕркеленнĕренпе 100 ҫул ҫитнине уявланӑ шайра халӑх пурӑнакан вырӑнсене тирпей-илем кӗртес енӗпе мероприятисем пурнӑҫлама субсидисене уйӑрса памалли  йĕркесене ҫирӗплетнӗ. Шупашкар хулин общество территорийӗсене тирпей-илем кӗртмешкӗн 25 млн тенкӗ, Хӗрлӗ Чутай районне – 25,1 млн тенкӗ уйӑрнӑ.

Субсидие 9,4 млн тенкӗ Пӑрачкав районӗ те тивӗҫет. Вӗсен проектне Ленин урамӗнчи Кану паркне тирпей-илем кӗртес енӗпе 2020 ҫулта "Чӑваш Республикин территорийӗнче хальхи хула хутлӑхне йӗркелесси" программа шайӗнче пурнӑҫламалли объектсен переченьне кӗртнӗ.

Регион пӗлтерӗшлӗ уйрӑмах сыхламалли ҫут ҫанталӑк территорийӗсен чиккисене тӳрлетӳсем кӗртес енӗпе палӑртнӑ йышăну проектне сӳтсе явнӑ чухне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев экологи туризмне аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусем пирки те чарăнса тăнă.

"Ман шутпа, ҫак территорисенче йӗркеленӗ туризма аталантарсан, ҫав шутра ҫак территорисенчи пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес ыйтусене те татса парӑпӑр. Ҫавӑнпа ку ӗҫе тӑтӑшах йӗркелеме тата тӗллевлӗн аталантарма ыйтатӑп", – тенĕ вӑл.

Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан  Александр Воробьев каланӑ тӑрӑх, ведомствӑна предпринимательсенчен сахал мар экологи туризмне аталантарас тӗллевпе сӗнӳсем килсех тăраҫҫĕ.  "Ҫавнашкал пуҫарусене  Чӑваш Ен Экономика министерствипе пĕрле туризм аталанӑвӗн  схемине туса пырӑпӑр, республикӑра пурӑнакансем пирӗн хӑйне евӗрлӗ ҫутҫанталӑк пулӑмӗсемпе паллашччӑр тесе туса хатӗрлӗпӗр вăл ĕҫсене. Ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем  йĕркелемелле, туристсене Раҫҫейрен те, чикӗ леш енчен те  явăҫтармалла", –  тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.



10 июня 2020
13:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter