ЧР Пуçлăхĕн суйлавĕ хăçан пуласси паллă

 Чăваш Республикин улттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ хĕрĕх пĕрремĕш сессийĕн иккĕмĕш тапхăрĕ пулнă.

Депутатсен ларура пĕлтерĕшлĕ икĕ ыйтăва пăхса тухнă. Пĕрремĕшĕ вăл — республика ертÿçин суйлавĕн кунне палăртасси тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2019 çулхи ĕç-хĕлĕ пирки хатĕрленĕ отчета хакласси. Правительствăн иртнĕ çулхи ĕçĕн кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан /вăлах ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ/ Олег Николаев паллаштарнă. Республика ертÿçи палăртнă тăрăх, çитĕнÿсем те çук мар, çав вăхăтрах татса паман çивĕч ыйту та чылай. Сăмахран, бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен шалăвĕ пĕчĕкки, юлашки вăхăтра ĕçсĕрлĕх шайĕ ÿсни, çуртсен таврашĕнчи территорисене хăтлăлатас тĕлĕшпе çителĕклĕ ĕçлеменни, троллейбус паркĕ кивелни тата ытти те. Депутатсем отчет тĕплĕ пулнине палăртнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне Пĕрлехи сасăлав кунĕнче, авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче, ирттерме йышăннă. Регион ертÿçине пилĕк çуллăха суйлĕç.

www.hypar.ru



12 июня 2020
12:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter