Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Раҫҫей кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире Раҫҫей кунĕ ячĕпе саламлатăп!

   Ҫĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче эпир пĕтĕм ҫĕршывпа пĕрле патшалăхăн пĕлтерĕшлĕ уявне паллă тăватпăр. Раҫҫей Федерацийĕн патшалăх суверинетечĕ пирки калакан Декларацие йышăнни пирки обществăн демократи аталанăвне пуҫарса ячĕ. Ҫак кун ҫирĕплетнĕ уяв пирĕн ҫĕршывăн никама пăхăнманлăхĕн тата наци пĕрлĕхĕн символĕ пулса тăчĕ. 

  Раҫҫей пуласлăхĕ эпир Тăван ҫĕршыва юратнинчен, унăн шăпишĕн яваплăха туйнинчен, пĕр шухăшлă  тата ҫирĕп тĕллевлĕ пулнинчен килет.  Эпир пĕрле ҫеҫ, вăйсене пĕрлештерсе, кирек мĕнле йывăрлăха та чăтса ирттерме, хамăр умра тăракан тĕллевсене татса пама, кашнин пурнăҫне ырă еннелле улăштарма пултаратпăр.

   Сире ырлăх-сывлăх тата телей, вăй-хăват тата ҫĕнĕ ĕҫсемпе ҫитĕнӳсем тума хавхалану сунатăп.

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн

тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан                                        Олег Николаев  



12 июня 2020
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter