Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаева тата республикӑра пурӑнакансене Раҫҫей кунӗпе саламланă

Президент России Владимир Путин поздравил врио Главы Чувашии Олега Николаева и жителей республики с Днем России"Ҫак уяв вӑхӑтпа ӑрусен, патриотизм йӑли-йӗркин уйрăлми тачă ҫыхăнăвне тата Тӑван ҫӗршыв шӑпишӗн  кашниех яваплӑ пулнине палăртать.  Эпир хамӑрӑн Тӑван ҫӗршывпа чун-чӗререн мухтанатпӑр,  мăн асаттемĕрсен паттӑрла ӗҫӗсене чыслăн асра тытатпăр. Вӗсен ӑслӑ та пархатарлă сĕнĕвĕсене, халалӗсене тирпейлӗн упратпӑр", - тесе ҫырнă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ячӗпе килнĕ салам йĕркисенче.

Регион Пуҫлăхĕн  тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаева  ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен, федераци тата республика ведомствисен, районсемпе хуласен, предприятисен тата организацисен ертӳҫисенчен те  саламсем килсех тăраҫҫĕ, вĕсем пурте ырлăх-сывлăх, ҫитĕнӳсемпе ĕҫлеме вăй-хал сунаҫҫĕ.



12 июня 2020
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter