Онлайн-лагерьте те кăсăклă

Акă, тинех ачасем чăтăмсăррăн кĕтнĕ кану кунĕсем çитрĕç. Шкулсенче кану лагерĕсем онлайн мелпе ĕçлеме тытăнчĕç. Шупашкар районĕнчи Толик Хураски шкулĕнче «Ачалăх утравĕ» лагерь уçăлнă. Вăл çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕччен тăсăлĕ.
кун ачасемшĕн кăсăклă ирттĕр тесе тăрăшаççĕ вĕрентекенсем. Чи пирвайхи кун онлайн мелпе «Çулла» флешмоб, «Улыбашки» челлендж ирттернĕ. Унтан ачасенчен кам мультфильмсене чи лайăх пĕлнине палăртнă. Онлайнлагерĕн 3-мĕш кунне тăван республикăна халалланă. Ачасем виртуаллă экскурсие «тухса» Чăваш Енĕн паллă вырăнĕсемпе паллашнă, хăйсен ялĕ çинчен видео ÿкернĕ.

www.hypar.ru



15 июня 2020
12:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter