Олег Николаев Хулари клиника центрне "перекетлӗ поликлиникăна" ҫитсе килнĕ

Олег Николаев посетил «бережливую поликлинику» Городского клинического центра Ҫĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Хулари клиника больницинче пулнă.  Ҫак кунсенче палăртнă объектра строительство ĕҫĕсем вĕҫленсе пыраҫҫĕ, сиплев учрежденийĕ халăха йышăнма хатăр пулĕ.

Медицина учрежденийĕн тĕп врачĕ Елена Майорова  хăйĕн сăмахĕнче, ҫурта паянхи пурнăҫа тĕпе хурса, пысăк технологисене пăхăнса тивĕҫлĕ строительство ĕҫĕсене пурнăҫланине хыпарланă.  Пысăк стандарта та тивĕҫтерни куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Калăпăр, сипленме пыракансем валли уҫă регистратура хута янă.  Тӳрех вăхăта вăраха тăсмасăрах, чирлисене туххăмрах кирлĕ пек медицина пулăшăвĕпе те тивĕҫтерме пулать.  

Айăпланнă чирлĕ ҫынсен малашне картлашка урлă ыраттарса утма тивмест, рентгент тума ятарлă пӳлĕме пĕрремĕш хутра вырнаҫтарнă.  Тĕпчев ĕҫĕсене те ҫийĕнчех  пурнăҫлама кирлĕ пек тĕрлĕ условисем ҫителĕклĕ.  

Йышлăн халăх пĕр вырăнта пухăнса тăмасть. Пӳлĕмсене пĕр-пĕринчен аякра, ятарлă условисене пăхăнса йĕркелесе хăварнă.  Виҫҫĕмĕш хутра терапевтсем валли пӳлĕмсене пăхса хăварнă.  Пациентсемпе тухтăрсене валли ҫителĕклĕ таран мĕнпур условисем хатĕрлесе тăратнă.   

Ҫурта тĕпрен кăна юсаман, пурлăхпа техника базине те улăштарса ҫĕнетнĕ. Пысăк технологи витĕмлĕхĕ куҫкĕретех.  Пĕр сăмаха каласан, сиплев учрежденийĕ паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килет.

«Кунта пурсăмăр та  пысăк стандартсене курса ĕненетпĕр.  Ҫурт пур енчен те хăтлă, илемлĕ. Шалти пӳлĕмсене ҫав тери хитрелетнĕ.  Специалистсем условисене пăхăнса, халăха кирлĕ пек медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтереҫҫĕ.  Ҫынсене валли методика сĕнĕвĕсене те вырнаҫтарнă.  Медицина пулăшăвне илекенсене валли ятарлă хыпарсем пур.  ОМС программипе усă куракан чирлĕ ҫынсене валли те туххăмрах условисем пирки вуласа пĕлме меллĕ», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Пĕр килнĕ пек чухне, Олег Николаев медицина тытăмĕнче ĕҫлесе пысăк хисепе тивĕҫнисем пирки хатĕрлесе тăратнă куравпа та паллашнă.  Медицина ĕҫченĕсен кунĕ валли курава ҫĕнетесси пирки, медицинăра тăрăшакансен сăн ӳкерчĕкĕсене те вырнаҫтарассине асăннă тĕп врач. Уйрăмах, коронавирус амакĕпе хирĕҫ кĕрешекенсен списокĕ пуласса, вĕсен фотографийĕсем малти вырăнта тăрассине пĕлтернĕ  вăл.  

Аса илтеретпĕр, COVID-19  чирпе аптракансене валли асăннă сиплев учрежденийĕнче пĕтĕмпе 180 койка хатĕрлесе тăратнă.

Фоторепортаж



15 июня 2020
16:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter