Олег Николаев йышӑнӑвĕпе килĕшӳллĕн Чӑваш Енри ялсем юбилей ячӗпе 100 пин тенкӗ илӗҫ

Решением Олега Николаева деревни и села получат по 100 тысяч рублей в честь юбилея Чувашии Ҫĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев видео-ҫыхăну мелĕпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.  Муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче тăрăшакан старостăсем ку хутĕнче уҫă калаҫăва хутшăннă.  

Вырăнти халăх, старостăсем ял тăрăхĕсенчи кирлĕ пек мĕнпур ыйтусене тĕпрен пĕлсе тăраҫҫĕ. Апла пулсан, региона аталанăвĕшĕн, шăпах та, ҫак институтсем пĕлтерĕшлĕ.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче, ялти старостăсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хурав илнĕ.  Ялта пурăнакансем ҫулсем пирки, ачасене вылямалли ятарлă тӳремсем тумаллине, шыв башнисене юсассипе ҫыхăннă ыйтусене ҫĕкленĕ.

Чăваш автономи облаҫне йĕркеленнĕренпе 100 ҫул ҫитнине палăртса ялсенче тирпей-илем кĕртме кăштах та пулин укҫа енчен пулăшу пульмĕ-ши тесе ыйтнă старостăсем.   Олег Николаев шухăша ырланă.  

«Сирĕн умăрта Ял хуҫалăх министерствине тата Финанс министерствине ку ыйтăва уҫăмлатма хушу паратăп.  Кашни яла 100 пин тенкĕ куҫарса пама сĕнетĕп.  Пирĕн Чăваш автономине 100 ҫулпа тӳр килет ҫак кăтарту та», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.  Укҫа-тенкĕ енĕпе ыйтусене тĕплĕнрех эрне пуҫламăшĕнче ирттерекен канашлура ертӳҫĕсем  сӳтсе явма шантарнă.  

Олег Николаев куҫакан пулăшăва халăхпа пĕрле ăҫта тăкакламаллине канашлама чĕнсе каланă.  Чăваш Республикин Ҫут ҫанталăк министерствине тата Строительство министерствине ялсенче кивелнĕ шыв башнисене тĕпрен ҫĕнетме ыйтăва тĕрĕслеве илме хушнă.  Тепĕр тесен, вăл объектсене юсаса ҫĕнетме бюджетра та укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Кун пек уҫă тĕлпулусем, видео-ҫыхăну мелĕпе малашне те пуласса хыпарланă Олег Николаев.



15 июня 2020
11:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter