Республикӑра пурӑнакансене Чӑваш Ене 100 ҫул ҫитнĕ ятпа саламлама йыхравлаҫҫӗ

Жителей республики приглашают поздравить Чувашию со 100-летием2020 ҫулхи июнӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республики 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Коронавирус амакне пула, ҫак кун валли хатӗрленӗ тӗп уявсене онлайн-трансляципе иртереҫҫĕ.

Июнӗн 24-мӗшӗнче "Саламсен марафонĕ" анлӑн пурнӑҫа кĕрĕ. Чӑваш Ен Наци телекуравӗн, ЮТВ телеканалӗн эфирӗнче тата социаллӑ сетьсенче Чӑваш Енре пурӑнакансене тата ентешсене тӗнчери пур кӗтесрен те юратнӑ юрӑсемпе саламлани пирки пĕлтерĕҫ.

Республикӑна 100 ҫул ҫитнĕ ятпа саламлама пурне те йыхравлатпăр!

Марафона хутшӑнас тесен видеосалам ҫырса хумалла е тата юрă - 3 минут таран шӑрантарма юрать, кайран вара тӳрех  Чăваш Ене 100 ҫул хештегпа социаллӑ сетьсенче вырнаҫтармалла.

Палӑртса хӑварар: "Салам марафонне" Раҫҫей Геройӗ, Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Николай Гаврилов генерал-лейтенант тата Раҫҫей Геройӗ, Евгений Борисов запасри сержант  старт пама та ĕлкĕрнĕ.

Юратнӑ республикӑна саламлама хутшӑнӑр!



15 июня 2020
09:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter