Чӑваш Енри ҫулсене тума тата юсаса ҫӗнетме вырӑнти компанисене май килнӗ таран явăҫтарма палӑртаҫҫӗ

Для  строительства и реконструкции дорог в Чувашии планируют максимально привлекать местные компанииПаян, ҫĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев транспорт тытăмĕнче вăй хуракансемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.

Асăннă сферăна регионта пысăк тимлĕх уйăрнине каланă канашлура.  Чăваш Республикин Транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министерстви 2024-мĕш ҫул валли аталану программине те йышăнса хăварнă. Унта пĕтĕмпех комплекслă ĕҫсене йĕркелесе пыма палăртнă, тĕллевсене, пуласлăхри ҫул-йĕрсене те пăхса хăварнă.

Регионăн стратегиллĕ аталанăвĕн программинче те палăртнă министерствăн мероприятийĕсем пысăк вырăн йышăнаҫҫĕ.  Республикăн социаллă  пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕ пирки палăртнă программа виҫĕ уйăх хушши йĕркеленнĕ, ăна ҫĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче йышăнса ҫирĕплетсе хăварасси те планра пур.  

«Международный центр развития регионов» АХО генеральнăй директорĕ Игорь Меламед хăйĕн сăмахĕнче  республикăра ҫул-йĕрсем ҫителĕклĕ тесе  каланă. Чи пĕлтерĕшли вара - объектсен пахалăх шайĕ. Ку ыйту ҫивĕч тăрать. Паянхи куна илес пулсан пурĕ 7 пин ҫухрăм ҫул ҫирĕп хытă сийлĕ,  5 пин ҫухрăм грунтлă ҫулсем.  Вăл объектсен строительство ĕҫĕ пирки чарăнса тăнă, графика ҫĕнĕллле пăхса тухса ҫирĕплетмеллине каланă.  Ытларах чухне ҫул-йĕрсене тăвас ĕҫе вырăнти предпринимательсене явăҫтарсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ сăмаха малалла тăснă май.  

«Патшалăх заказне хамăр тăрăхри предпринимательсене явăҫтарни пĕлтерĕшлĕ.  Нумай регионсенче объектсене икĕ тапхăрпа конкурс ирттерсе пурнăҫласа пыраҫҫĕ.  Чи малтан регионти компанисем хушшинче ăмăртăва ирттермелле, енчен те вара палăртнă ĕҫе  пурнăҫлаймасан, ытти регионсенчи подрядчиксене те явăҫтарсан йăнăш пулмасть. Хальтерех кун пек йĕрке ҫине куҫма тытăнмалла, саккунсене ҫĕнĕлĕх кĕртессе кĕтсе ларса вăхăта вăраха тăсса пыма юрамасть», - тенĕ вăл.   

Пĕр пухăннă пек чухне, транспорт тытăмĕнче тăрăшакан ертӳҫĕсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пирки сăмахланă. «Дорисс» ПАО генеральнăй директорĕ Всеволод Рощин  Тутарстан Республики пирки паха тĕслĕхе аса илнĕ, вĕсен пек ятарлă центр хута ярсан меллĕ пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл.  Ун чухне е хулара е тата ялта пур-пĕрех ĕҫсене тĕрĕслесе тăма та аван пуласси куҫкĕретех тенĕ вăл.

Олег Николаев шăпах та, эпир те ҫак ҫул-йĕрпе пыратпăр та тенĕ. Кун пек ĕҫе регионта пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшатпăр тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

«Проектсен пĕрлехи центрне хута ярасшăн.  Йывăрлăхсене туххăмрах татса памалла. Патшалăх заказĕсемпе тивĕҫлĕ шайра тата вăхăтра ĕҫлесе пымалла», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Сăмах май, ĕҫлĕ ушкăн вырăна тухса тĕрĕсленĕ чухне, ҫула май ытти йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене те самантрах татса пама пултарасса шанса каланă Олег Николаев.



16 июня 2020
15:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter