Ҫеҫпӗл палӑкӗ умне чечек хунӑ

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗ, – хӗрӳллӗ поэт-трибун Ҫеҫпӗл Мишши вилнӗ кун. Ҫамрӑкскерӗн кун-ҫулӗ Украинӑри Старогородка салинче татӑлнӑ. Пулас поэт, чӑваш поэзине силлабо-тоника сӑвӑ виҫине кӗртнӗ ӑста 1899 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Касаккасси Шӗкӗр (халӗ Ҫеҫпӗл) ялӗнче ҫуралнӑ.

Ӗнер Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗ пуҫарнипе поэтӑн Шупашкарти палӑкӗ умне чечек хунӑ. Ҫеҫпӗл.Мишшине асра тытнине палӑртса ҫыравҫӑсемпе поэтсем, общество тата культура ӗҫченӗсем пухӑннӑ. Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин этноконфесси пайӗн специалисчӗ Сергей Дмитриев та хутшӑннӑ.

Тухса калаҫакансем поэтӑн йывӑр шӑпи пирки калаҫнӑ, чӑвашла тата вырӑсла сӑвӑсем вуланӑ.

Чӗмпӗртен унти чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Олег Мустаев та килсе ҫитнӗ. Тимӗр Тяпкин чӑваш хастарӗпе иккӗшӗ поэта асӑнса чечек хунӑ.

Тӗплӗнрех



16 июня 2020
09:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter