Чӑваш Енре республикӑн хальхи историне упрамалли Патшалӑх архивӗ валли ҫӗнӗ ҫурт тума палӑртаҫҫӗ

В Чувашии планируют построить новое архивохранилище для Государственного архива современной истории республики

Ҫĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Атăлҫи федераци округне кĕрекен архив  учрежденийĕсен наукăпа методика канашĕн ларăвне хутшăннă. 

Патшалăхшăн тата обществăшăн архив пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине каланă регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.  «Палăртнă учрежденисенче тăрăшакансем халăхăн историне упраса хăварас тӗлӗшпе пысăк тӳпе хывнине палăртнă.  Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче тăшмана хирĕҫ паттăрăн ҫапăҫса пуҫне хунă салтаксем пирки кăсăклă хыпарсем шăпах та, ҫав ҫуртсенче упранаҫҫĕ.  Чаплă материалсем ҫитĕнекен ăрушăн аван, вĕсем тăван халăх шăпине тарăннӑн тĕпчесе пĕлме пултараҫҫĕ.  Вăрҫă паттăрĕсемпе тыл ĕҫченĕсене кулленех пысăк тимлĕх уйăрмаллине Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин та пĕрре мар кăна палăртса каланă», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Ертĕҫĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.  

Сăмах май, Чăваш Енре архив тытăмне сахал мар тимлĕх уйăрнине тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă Олег Николаев.    Республикăна куҫарса панă субсидипе ятарлă программăсем туяннӑ архив учрежденийĕсем.  Паянхи куна илес пулсан, регионти мĕнпур архивсем пĕрлехи центра кĕме пултараҫҫĕ, кирлĕ пек хыпарсемпе усă курма та условисем пур.  

Пуласлăхра та пысăк тĕллевсем.  Хальхи историне сыхласа хăварма ҫĕнĕ, хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан ҫурт хута яма плана кĕртнĕ. Ун чухне  пуян та кăсăклă материалсем хатĕрлесе вӗсене нумай ҫулсем хушши йӗркеллӗн упрама та меллĕ  условисем пулĕҫ.

Атăлҫи федераци тăрăхĕнчи архив учрежденийĕсен Наукăпа методика канашĕн председателĕ Борис Пудалов Олег Николаева мухтаса тав сăмахĕсем каланă, архив ĕҫне тимлĕх уйăрнăшăн, ăна аталанса пыма хăтлă условисем йĕркеленĕшĕн тав тунă.  Региона кăҫал 100 ҫул, пысăк уяв ячĕпе саламланă, Чăваш автономи облаҫĕн историйĕ ҫав тери пуян тесе хакланă. Регионта тăван тавралăх шăпине ламран лама куҫарса пырассипе паха специалистсем ĕҫленине, халăхăн туприне вĕсем пуянлатсах пынине каланă.  

Чăваш Енĕн архив пайӗнче пӗтӗмпе муниципалитетсен – 25, патшалăхăн – 3 учрежденийĕ шутланать, вĕсенче 2 млн 700 пин материал упранать. 



17 июня 2020
15:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter