Чӑваш Ен промышленноҫ пайĕнче тăрăшакансен 40-е яхӑн сӗнӗвне регион аталанӑвӗн комплекслӑ программинче шута илнӗ

Почти 40 предложений промышленников Чувашии учтены в комплексной программе развития региона

Ҫĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Енри Суту-илӳпе промышленноҫ палатинче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев регионти промышленноҫ предприятийĕсен ертӳҫисемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.  

Канашлура республикăн паянхи пурнăҫри экономика тытăмĕн ĕҫ-хĕлне тишкернĕ.  Кăшăл вирус алхаснă тапхăрта патшалăх енчен предпринимательлĕх пайне куҫакан тĕревсем пирки калаҫнă.    Промышленноҫ сферинче тăрăшакансем саккунсемпе ҫыхăннă ыйтусене хускатнă.  Йывăрлăх кăларса тăратаканнисене Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков тĕрĕслеве илме шантарнă.  Республикăри нумай предприятисен актуаллă ыйтăвĕсене тарăн тишкернĕ, Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн комплекслă программинчи  проектсем пирки сăмахланă. «Международный центр развития регионов»  АХО генеральнăй директорĕ Игорь Меламед хăйĕн сăмахĕнче  программăра 40 яхăн сĕнĕве шута илнине пĕлтернĕ.

«Промышленноҫ таварĕсене эпир хамăрăн Чăваш Республикинче кăна мар, кӳршĕллĕ регионсене те тивĕҫтерме пултаратпăр.  Апла пулсан, хамăр тăрăха кирлĕ таварсем тирпейлесе кăларассишĕн кăна ĕҫлемелле мар, ытти регионсен сĕнĕвĕсене те малти вырăна хума тăрăшмалла», - тенĕ ертӳҫĕ. 

Таварсен импорчӗ енӗпе кулленех тăрăшмаллине палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев, малтанласа ĕҫленĕ программăсене ҫĕнетсе пырассипе хастар ĕҫлеме каланă паянхи промышленноҫ тытăмĕнче  тăрăшакансене.

«Промышленноҫа вăй илтересси чи ҫивĕч ыйтусенчен пĕри.  Мĕнпур рынока тухма тăрăшмалла, хамăрăн регионăн таварĕсемпе кулленех ытти субъектсене тивĕҫтермелле, ют ҫĕршывсене парсан та йăнăшах мар.  Пулăшусене комплекслă тивĕҫтермелле. Ун пек чухне, тухăҫлăх тени те малти вырăна тухĕ», -  палăртнă регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Сăмах май, вăл республика Правительствин ҫумĕнче предпринимательлĕх пайне витĕм кӳрекен ятарлă тытăм ĕҫленине, вăл инвестици ĕҫӗсем епле пурнăҫа кĕнине кулленех тĕрĕслесе пынине каланă. 

Палăртмалла, Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн комплекслă программине пурĕ промышленноҫ тытăмĕнче усă курăнакан 93 проекта кĕртсе хăварнă.  2020-2025-мĕш ҫулсенче пĕтĕмпе вĕсен калăпăшĕ 46,4 млрд танлашмалла.  Проектсем регионти 73 предприятипе организацире пурнăҫланĕҫ, ĕҫлесе кайсан, халăх валли хушма 2,7 ĕҫ вырăнĕ йĕркеленесси куҫкĕретех. Пысăк технологи витĕмлĕхĕ вăй илесси те паллă, апла пулсан, халăхăн ĕҫ укҫи шайĕ те ӳссе пырасси пĕрре те иккĕлентермест.

 Фоторепортаж



18 июня 2020
14:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter